Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Республика чысне хÿтĕленĕ

Космонавтика кунĕнче Çĕнĕ Шупашкарти спорт комплексĕнче СССР летчик-космонавтне Андриян Николаева халалласа чăваш наци кĕрешÿ мелĕпе регионсем хушшинчи турнир пулса иртнĕ. Унта Чăваш Республикинчи, Ульяновск, Самар, Пермь облаçĕсенчи, Пушкăртстанпа Тутарстанри 200е яхăн спортсмен хутшăннă. Республика чысне пирĕн районти кĕрешÿçĕсем те хÿтĕленĕ. Хăйсен виçисенче Аслă Елчĕк шкулĕнче вĕренекенсем А.Печков çĕнтернĕ, А.Шаков виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти тăватă спортсмен та япăх мар кĕрешнĕ. Э.Дергуновпа Г.Жуков – иккĕмĕш, Д.Дергуновпа А.Трофимов виççĕмĕш вырăнсене тухнă.

Елчĕк шкулĕнче вĕренекен А.Михайлов иккĕмĕш вырăнта.



"Елчĕк Ен"
24 апреля 2007
00:00
Поделиться