Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пултаруллă педагог

Пурнăç улшăнса пынă май шкулсенчи вĕрентÿпе воспитани ĕçĕ те çулсерен çĕнĕлле йĕркеленсе пырать. Çакна учительсем уроксене компьютерпа усă курса ирттерни те кăтартса парать. Педагогсем пурте çĕнĕ технологине алла илеççĕ, Интернета тухма пултараççĕ, шкул ачисене те çак ĕçе вĕрентеççĕ.

Таяпа Энтринчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти учительсем те вĕрентÿ технологине тĕрĕс йĕркелесе пыраççĕ. Вĕсен килĕсенче пурин те компьютер пур. Ку шкулти учительсем аслă пĕлÿллĕ те пысăк тавра курăмлă. Вĕсенчен пĕри – нимĕç чĕлхи тата географи учителĕ Елена Петровна Петрова. Унăн ĕç стажĕ 23 çулпа танлашать. Е.Петрован тапса тăракан хас-тарлăхĕнчен эпĕ çак шкулта учитель пулса ĕçленĕ чухнех тĕлĕнеттĕм. Шутланă ĕçе çи-йĕнчех пикенсе вăр-вар тăватчĕ. Вăл ял çыннисемпе те, шкулти учительсемпе те, хăйĕн вĕренекенĕсемпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлекен çын. Ахальтен мар ăна ялти хĕр-арăмсен совечĕн председателĕ пулма суйларĕç. Унччен çак обществăлла ĕçĕн тилхепине пенсие тухичченех эпĕ тытса пынăччĕ.

Елена Петровнăна ял халăхĕ чăннипех сума сăвать. Иртнĕ суйлавра ăна Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн депутатне пĕр саслăн суйларĕç. Вăл çак тивĕçе кирлĕ пек туса пырать. Депутатсен пухăвĕсене хутшăнса ял тăрăхĕшĕн усăллă ыйтусене хускатать, хăйне хушнă ĕçсене тивĕçлипе пурнăçлать. Суйлавсем ирттернĕ чухне ăна яланах яваплă ĕç – суйлав комиссийĕн председателĕ пулма хушаççĕ. Çакă унăн шкулта ачасене вĕрентес пултарулăхне татах та ÿстерет. Ашшĕ-амăшĕ хисепленине кура вĕренекенсем те хăйсен учительницине питĕ юратаççĕ, унăн предмечĕсене тăрăшса вĕренеççĕ. Нимĕç чĕлхине вĕрентекен пулнипе кăна çырлахмарĕ вăл, куçăмсăр майпа вĕренсе 2005 çулта географи учителĕн дипломне алла илчĕ. Çак предмета нумаях çул вĕрентмест пулсан та географи предмечĕпе ирттернĕ районти олимпиадăра 2003 çулта вăл вĕрентнĕ Александр Петров тата Сергей Скворцов, 2006 çулта Алиса Петрова 3-мĕш вырăн йышăнчĕç. Хăйĕн ĕç опычĕпе республикăри учительсене паллаштарас тĕллевпе Елена Петровна “Халăх шкулĕ” журналпа çыхăну тытать. 2006 çулта вăл çырса янă “Поэтический вечер старшеклассников” сценари журналăн 1-мĕш номерĕнче, “Что читают наши дети и подростки” статья 3-мĕш номерĕнче пичетленсе тухнă. Районта тата республикăра нимĕç чĕлхипе ирттерекен “Excelsior” наукăпа практика конференцийĕсене шкул ачисемпе тăтăшах хутшăнать. Елена Петрова район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн тата Чăваш Республикин Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотисене тивĕçнĕ.

Вăл çемйинче те телей тупнă. Мăшăрĕпе, Геннадий Васильевичпа, хăйĕн пекех учительпе, виçĕ ача пăхса çи-тĕнтернĕ. Ачисем – ашшĕпе амăшĕн савăнăçĕ. Аслă хĕрĕ Оля Елчĕкри вăтам шкула кĕмĕл медальпе, Ирина ылтăн медальпе, Саша кĕмĕл медальпе пĕтернĕ. Виççĕшĕ те Мускаври К.А.Тимирязев ячĕллĕ ял хуçалăх университетне вĕренме кĕнĕ. Оля 4-мĕш, Иринăпа Саша 2-мĕш курссенче ăнăçлă вĕренсе пыраççĕ.

Елена Петрова – лайăх кин те. Вĕсем 80 çултан иртнĕ ватă ашшĕ-амăшне пăхса, шăкăл-шăкăл килĕштерсе пурăнаççĕ. Учитель пулса пенсие тухнă ашшĕне – вăрçă участникне питĕ хисеплеççĕ. Ялти ятлă та сумлă çемьере нихăçан та харкашу пулман, нихăшĕ те эрех-сăрапа туслашман. Сăпайлă çемьере – сăпайлă ачасем.

Пирĕн çĕршывра учитель ячĕ çÿллĕ шайра пулма тивĕç. Эпĕ шкула чиркÿпе танлаштарасшăн, мĕншĕн тесен учительсем çамрăк ачасен ăс-тăнне аталантараççĕ. Тĕне ĕненекенсем пекех шкул ачисем учительсем вĕрентнине ĕненсе ăша хываççĕ, пуçра тытаççĕ, тĕрĕс çулпа малалла талпăнаççĕ, наука пĕлĕвĕсем патне ăнтăлаççĕ.

“Елчĕк ен” хаçатра пултаруллă учительсен ĕçĕ çинчен çырма пуçлани – ырă пулăм. Ĕлĕкренпех шкул пурнăçĕ ял пурнăçĕпе тачă çыхăнса тăнă, учительсем яланах ертсе пыракансем пулнă.



"Елчĕк Ен"
24 апреля 2007
00:00
Поделиться