Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пĕрисем ĕçлеççĕ, теприсем варалаççĕ

Килте пухăннă тĕрлĕ ăпăр-тапăра çын куçĕ умне, урама кăларса пăрахмалла маррине пурте пĕлетпĕр. Çапах ăна хĕл каçипех урама е çывăхри çырма пуçне çĕклетпĕр. Юр ирĕлсе пĕтнĕ май вара пĕтĕм таса марлăх куç умне тухать.

Район администрацийĕн тĕп специалист-экологĕ П.Тремасов çине тăнипе иртнĕ кунсенче Курнавăш ялне çитсе куртăмăр. Эпир унта пынă вăхăтра хуçалăх правленийĕпе ял тăрăхĕн çурчĕсемпе юнашарах вырнаçнă чиркÿ территори-йĕнче хĕрарăмсен пĕр ушкăнĕ пикенсех чиркÿ йĕри-таврашне тасатнине асăрхарăмăр. Вĕсемпе тĕл пулса калаçнă май, Турра ĕненекен ватăсемпе çамрăксем хăйсен ирĕкĕпе субботник йĕркеленине пĕлтĕмĕр эпир.

Анчах савăнмалли нумая пымарĕ. Хуçалăхăн машинăпа трактор паркĕпе юнашарти кивĕ лаша вити пулнă вырăнта тата унтан аяларахри пăралукара, Шыв хĕрринчи урама кĕрекен çырма пуçĕ тĕрлĕ ăпăр-тапăрпа, таса марпа тулсах ларнă. Çăмăлрах япаласем – хутаçсемпе пластмасса кĕленче савăтсем çилпе вĕçсе пĕтĕм таврана сапаланаççĕ. Ял хушшинче, çынсем пурăнакан çуртсемпе юнашарах ÿссе ларнă пысăк купасем ятарлă свалкăнах аса илтереççĕ. Анчах унăн вырăнĕ кунта мар-çке. Курнавăшсене вара çакă сум кÿмест. Урамсем тăрăх палламан çынсем ушкăнпа çÿренине курса пулĕ темиçе хĕрарăм чарăнса тăчĕ. Сăмах мĕн пирки пынине пĕлсен вĕсем пурте хăйсене тÿрре кăларма тăрăшрĕç, айăплисем – урамсене таса марпа тултаракансем пулни те паллă мар.

Рейд ушкăнĕ курса ĕненнĕ, асăннă çитменлĕхсене ака уйăхĕн 27-мĕшĕччен пĕтерме палăртса “Нива” ял хуçалăх производство кооперативĕн ертÿçине В.Мясникова çырса асăрхаттарнă, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Кузьмин ячĕпе административлă правăна пăсни çинчен протокол çырнă.



"Елчĕк Ен"
24 апреля 2007
00:00
Поделиться