Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Халăха канăç паман ыйту чылай

Ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче районта пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Ĕçлĕ визитпа района Чăваш Республикин Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С.Петрова, Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн çумĕ Г.Степанов, Федераци налук службин Чăваш Енри управленийĕн ертÿçин çумĕ О.Никина, “Чувашагролизинг” ОАО генеральнăй директорĕ А.Ласточкин пулчĕç.

Пĕрлехи информаци кунне хутшăннисем Елчĕк, Аслă Елчĕк, Курнавăш, Тăрăм, Çирĕклĕ Шăхаль, Лаш Таяпа ял тăрăхĕсенчи тĕрлĕ предприятипе организацисенче пулнă май ĕç коллективĕсемпе, ял халăхĕпе тĕл пулчĕç. Тĕп калаçу Чăваш Республикин Н.Федоровăн Чăваш Патшалăх Канашне янă “Вăхăта хакламалла, çынсемшĕн ĕçлемелле” Çырăвĕ, “Чăваш Республикин 2020 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн Стратегийĕ”, экологи субботникĕсем ирттерсе йывăç-тĕм лартасси, халăх пурăнакан вырăнсене, çул-йĕр, масар таврашĕсене тирпей-илем кĕртесси тата ытти пĕлтерĕшлĕ ыйтусем тавра пычĕ. Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С.Петрова хутшăннă ушкăн Елчĕк тата Аслă Елчĕк шкулĕсенче пулнă. Елчĕк-ри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта пулнă май асăннă ушкăн директорсемпе тата вĕсен çумĕсемпе ирттерекен “Уçă алăксен кунĕ” муниципаллă конференцие хутшăннă. Министр çумĕ С.Петрова вĕрентекенсене Чăваш Республикинчи вĕрентĕвĕн информатизаци системин программипе тĕплĕн паллаштарнă.

Паян информаци технологийĕсемпе туллин усă курмасан малалла нумаях каяймăн. Интернета пĕр чăрмавсăр тухма, элек-тронлă почтăпа ирĕклĕн усă курма май туса пани (шкулсем Интернетпа икĕ çул тÿлевсĕр усă курма пултараççĕ, тăкаксене “Вĕрентÿ” наци проектне пурнăçа кĕртме федераци бюджетĕнчен уйăрса паракан укçаран саплаштараççĕ) ăс-тăнпа тавра курăма анлăлатассинче, вĕренÿре паха витĕм кÿрет. Эппин кашни вĕрентекенĕнех компьютер “чĕлхине” лайăх пĕлмелле, унпа вĕрентÿре туллин усă курмалла.

Çак кун Елчĕк шкулĕнче вĕрентÿ системине информатизацилес тĕллевпе районти шкулсем хушшинчи методика центрне йĕркеленине палăртма кăмăллă. Унăн тĕп тĕллевĕ – кашни вĕрентекенех информаци - коммуникаци технологийĕсемпе анлăн усă курма хăнăхтарасси, урок ирттернĕ чух электронлă пособисемпе туллин усă курма майсем туса парса пулăшасси.

Паянхи кун республикăра 25 вĕренекене пĕр компьютер тивĕçет пулсан, Елчĕк районĕнче 18 вĕренекене пĕр компьютер тивĕçет. Президент сĕнекен “Чăваш Республикин 2020 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн Стратегийĕнче” çак кăтарту çулсеренех çĕнелсе пымаллине палăртнă – 2020 çул тĕлне 5 ачана пĕр компьютер тивĕç-мелле.

Пĕрлехи информаци кунне хутшăннисем Аслă Елчĕк шкулĕнче пулнă май педагогсемпе тĕл пулнă. Тĕп темăсемсĕр пуçне ытти çивĕч ыйтусене те çĕкленĕ. Асăннă шкулта педагогсем информаци технологийĕсемпе усă кураççĕ е çук, уроксене компьютерпа йĕркелеççĕ-и; – паянхи çак çивĕч ыйтусемпе кăсăкланнă министр çумĕ С.Петрова. Информатизаци темипе çыхăннă ыйтусене хускатнă май информаци-коммуникаци технологийĕсемпе пур вĕрентекен те тухăçлă усă курманнине, сайтсен пахалăхĕ тивĕçлĕ шайра пулманнине палăртнă Светлана Владимировна.

“Чувашагролизинг” ОАОн генеральнăй директорĕ А.Ласточкин хутшăннă ушкăн Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнче пулнă, унти ял активĕпе тĕл пулнă. Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн çумĕ Г.Степанов, Федераци налук службин Чăваш Енри управленийĕн ертÿçин çумĕ О.Никина Курнавăш, Тăрăм, Лаш Таяпа ял тăрăхĕсенчи халăхпа тĕл пулнă.

Тĕп темăсемсĕр пуçне ытти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене те çĕкленĕ. Мĕн пăшăрхантарать паян ял халăхне; Хăш та пĕр хуçалăхсем ура çинче çирĕп тăрайманран чылай ялта тивĕçлĕ ĕç тупма май çук. Çемьесене тăрантарас тĕллевпе ирĕксĕрех ют регионсене çул тытаççĕ çемье пуçĕсем. Паянхи тепĕр çивĕч ыйту çакă – çу каçа тар юхтарса туса илнĕ пахча-çимĕçе ниçта та вырнаçтараймасть ял халăхĕ. Çĕр улмине, хĕрлĕ чĕкĕнтĕрпе кишĕре унта-кунта пуçтарма килекенсем питĕ йÿнĕ хакпа туянаççĕ. Хушма хуçалăха аталантарма кредит уйăрать патшалăх. Унпа усă курса чылайăшĕ вăкăр, сысна ÿстерсе самăртать. Каллех тепĕр чăрмав – хатĕр какая вырнаçтарма çук, халăхран каллех йÿнĕпе çеç туя-наççĕ ăна. 1 литр сĕт хакĕ те 1 литр пылак шывран йÿнĕ тата ытти те. Кăткăс лару-тăруран тухас тĕллевпе ялсенче халăхран продукци илсе ăна вырнаçтарассипе ĕçлекен кооперативсем йĕркелени вырăнлă.

Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парас, халăх пурнăç шайне тата пахалăхне ÿстерес, республикăн пурнăçпа экономика аталанăвĕн çул йĕрне па-лăртса малалла ăнăçлă аталанас тĕллевпе йышăннă та ĕнтĕ «Чăваш Республикин 2020 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн Стратегине». Чăваш Енĕн ăнăçуллă çул-йĕрĕ паллă – паянхи самана таппипе тан утас тесен йывăрлăхсенчен хăрамасăр, пуçа усмасăр малаллах аталанмалла, наукăпа техника çĕнĕлĕхĕсене йышăнса алла илмелле. Çивĕч ăслă та тарăн, çĕнĕ пĕлÿллĕ, мал ĕмĕтлĕ, анлă тавра курăмлă, ĕçне витĕр пĕлекен специалист-сене çул памалла паян. Производство тупăшлăхне ÿстерес тесен энергие перекетлекен, сахал каяшлă, йăлана кĕмен технологисене вăя кĕртмелле. Рынокра кирлĕ культурăсен производствин калăпăшне ÿстерни, конкуренци тÿсекен паха продукцие туса илме пултарни тĕп вырăн йышăнать.



"Елчĕк Ен"
24 апреля 2007
00:00
Поделиться