Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Усал ĕçсен çулне пÿлмеллех

Ака уйăхĕн 6-мĕшĕнче шалти ĕçсен пайĕ 2007 çулхи виçĕ уйăх итогĕсене пĕтĕмлетсе канашлу ирттерчĕ. Канашлăва Чăваш Республикин шалти ĕçсен министрĕн çумĕ В.Трофимов, Елчĕк милиционерĕсен кураторĕ П.Соколов, район пуçлăхĕ Н.Миллин, район прокурорĕ Н.Муллин, Елчĕк район сучĕн председателĕ С.Кузнецова хутшăнчĕç.

Канашлура чи малтанах шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн çумĕсем О.Емильев, И.Бобров, В.Викторов, Н.Галкин сăмах илчĕç, хăйсем ертсе пыракан службăсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç, статистика кăтартăвĕсене тĕпе хурса хак пачĕç. Ра-йонти шалти ĕçсен пайĕ 2007 çулхи виçĕ уйăхра преступленисен çулне пÿлес, халăха тĕрлĕ киревсĕрлĕхрен хÿтĕлес тĕллевпе сахал мар ĕç пурнăçланă. Асăрхаттарупа профилактика, обществăлла вырăнсенче йĕркелĕхе ÿстересси çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Çак тĕллевсене тĕпе хурса “Алкоголь-2007”, ”Шырав”, “Çарату”, “Транспорт-гараж”, “Динамит-Баланс”, “Катастрофа”, “Пасар” тата ытти йышши операци ирттернĕ. Çавăн пекех ял хуçалăх пурлăхне сыхлас тĕллевпе тĕрлĕ рейдсемпе мероприятисем йĕркеленĕ. 2006 çулхи 3 уйăхра районта пĕтĕмпе 41 преступлени регистрациленĕ пулсан, кăçалхи виçĕ уйăхра вĕсен шучĕ ÿснĕ – пурĕ 57 преступлени. Ÿснисен шутĕнче – обществăлла вырăнта тунă преступленисем (пĕлтĕр пĕр тĕслĕх те пулман пулсан, кăçал 2 тĕслĕх), уйрăмах йывăр 2 преступлени (иртнĕ çул пĕр тĕслĕх те пулман), йывăр преступленисем пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 2 тĕслĕх нумайрах. Ÿсĕрле тунă преступленисем те 4 тĕслĕх ÿснĕ. Ĕçсĕррисем тунă преступленисен шучĕ 17 тĕслĕх нумайрах. Иртнĕ çул вăл 11-пе танлашнă. Ушкăнпа тунă преступленисене пĕлтĕр 1 тĕслĕх регистрациленĕ пулсан кăçал вĕсен шучĕ 5-е çитнĕ. Ют пурлăха вăрласси 3 тĕслĕх таран ÿснĕ. Вăйпа хăратса çаратасси 1 факт (иртнĕ çул пĕр тĕслĕх те пулман), хулиганла пĕчĕк ĕçсен шучĕ 2 тĕслĕх нумайланнă, хĕрарăма мăшкăлланă 1, çын вĕлернĕ е вĕлерме тăнă 1 тĕслĕх пулнă. Çав вăхăтра çын сывлăхне ятарласа сиен кÿнĕ пĕр факт та пулман. Çакна палăртма кăмăллă. Кăçалхи виçĕ уйăхра çул çитменнисем пĕр преступлени те туман.

Иртнĕ çул преступленисене уçса парасси çак вăхăт тĕлне 86, 7 процентпа танлашнă пулсан, кăçал вăл 89, 2 процент.

2007 çулхи 3 уйăхра административлă право йĕркине пăснă 767 факт регистрациленĕ (иртнĕ çул – 738). Хальхи вăхăтра ра-йон территорийĕнче халăх дружинин 12 отрячĕ ĕçлет, вĕсенче пурĕ 112 дружинник шутланса тăрать.

Кăçал Çирĕклĕ Шăхаль, Кĕçĕн Таяпа, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕсенче ытларах преступлени туни палăрнă.

Район территорийĕнчи çулсем çинче виçĕ уйăхра пурĕ 1 инкек пулнă, пурнăçран уйрăлнисем çук. Канашлăва хутшăннă В.Трофимовпа П.Соколов та сăмах каларĕç, шалти ĕçсен службипе çыхăннă ыйтусене тишкерчĕç.

Канашлăва районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ В.Волков пĕтĕмлетрĕ. Профилактикăна вăйлатас, йĕркелĕхе çирĕплетес ĕçре тата та тăрăшмаллине палăртрĕç канашлура. Общественнăçпа тачă çыхăнса ĕçлени преступниксен çулне пÿлессинче тĕп вырăн йышăннине çирĕплетрĕç.



"Елчĕк Ен"
13 апреля 2007
00:00
Поделиться