Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Спартакиада программипе

2006-2007 вĕренÿ çулĕнче Чăваш Республикин Президенчĕн кубокне çĕнсе илессишĕн шкул ачисен IX спартакиади малалла пырать. Унта ял тата хула районĕсен 28 команди хутшăнать. Шкул ачисем спортăн 13 тĕрлĕ тĕсĕпе çулталăк тăршшĕпе мĕнле ăмăрт-нине кура районта физкультурăпа спорт аталанăвне те хаклаççĕ.

Иртнĕ вĕренÿ çулĕнчи спартакиада итогĕсемпе Елчĕксем пĕтĕмĕшле 6-мĕш, яллă районсен ушкăнĕнче 3-мĕш вырăн йышăннăччĕ. Пирĕн районти 8-10-мĕш классенче вĕренекенсем кăçал та пĕлтĕрхинчен начар мар ăмăртасса шанать ДЮСШ завучĕ Р.Григорьев. Анчах спортăн кашни тĕсĕпе хĕрÿ кĕрешÿ пырать. Çакна дзюдо енĕпе командăсем хушшинче иртнĕ ăмăрту аван кăтартса панă. Елчĕксем Шупашкарти Ленин районĕнчи дзюдо-истсемпе тĕл пулнă. Пирĕн команда 4:5 шутпа хула ачисене выляса янă. Çапах та хăйсен виçисенче Кармалти Ф.Леонтьев, П.Убасев, Кĕçĕн Таяпари А.Морозов, Елчĕкри Н.Соколов çĕнтерме пултарнă.



"Елчĕк Ен"
13 апреля 2007
00:00
Поделиться