Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Алă вăйĕ виçсе

Пирĕн районти алă вăйĕ виçекенсем Чăваш Республикин чемпионатĕнче тăваттăмĕш вырăн йышăннă. Ку кăтарту район командине тивĕçтерсех каймасть. Мĕншĕн тесен Елчĕксем çитĕннисемпе çамрăксен ушкăнĕсенче иккĕшĕнче те ытти çулсенче лайăхрах кăтартусем тунă. Хальхинче командăра хĕрарăмсем пачах пулманни призерсен шутне кĕме чăрмантарнă.

Кĕçĕн Таяпа шкулĕнчен вĕренсе тухнă, халĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студентки Е.Ярославлева хăй пĕлÿ пухакан аслă шкулшăн ăмăртнă, пĕрремĕш вырăн йышăннă.

Район командин йышĕнче С.Чермаков (Исемпел) чи ăнăçлă ăмăртакан пулнă. Вăл хăйĕн виçинче пьедесталăн чи çÿлти картлашки çине хăпарнă. Çĕнĕ Пăвара пурăнакан И.Семенов виççĕмĕш вырăна тухнă. В.Архиповпа (Çĕнĕ Пăва) А.Григорьев (Курнавăш) тăваттăмĕш вырăнта.



"Елчĕк Ен"
13 апреля 2007
00:00
Поделиться