Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Тăтăшах тĕрĕсленмелле

Çемьере кĕтекен ача çурални çав тери пысăк телей. Юлашки вăхăтра ача çуратакансене патшалăх пысăк тимлĕх уйăрать. Ыт ахальтен мар çакă. Сывă та тĕреклĕ ача çеç кун çути куртăр тесе ăнтăлса эпир, шурă халатлă ĕçченсем, амăшĕсен сывлăхĕпе тăтăшах интересленсе тăратпăр. Анчах тепĕр чухне темле асăрхаттарсан та хăйсен сывлăхĕ пирки çеç мар, пулас ачан сывлăхĕ пирки те шухăшласах каймаççĕ хĕрарăмсем. Кайран вара чавса çывăх та, çыртма çук. «Мĕншĕн тăтăшах чирлет-ши манăн пепке;» – тесе тарăхаççĕ. Айăпĕ вара амăшĕсенче хăйсенче пулнине йышăнасшăн мар.

Ача кĕтекенĕн вăхăтра хĕрарăм консультацине учета тăни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен пĕрремĕш кунранах тухтăр патĕнче тĕрĕсленни ачана чир-чĕртен сыхланма май парать. Çире пур чухнех тăтăшах тĕл пулакан чирсене (анемие, хырăм ÿкес хăрушлăха) сирме, тĕрĕс апатланма, çуратнă чух хăйсене мĕнле тытмаллине, ачана кăкăр сĕчĕпе тăрантармаллине хăнăхтарать. Консультацине учета илнĕ чухне йывăр çын хĕрарăмсене тĕплĕн пăхаççĕ: анализсем илеççĕ, чир-чĕре тĕрĕслеççĕ. Хĕрарăмсене вăхăтра пăхса тăни сывă ача çуратма пулăшать. Хĕрарăм консультацине çире пур хĕрарăм малтанхи уйăхсенче икĕ эрнере – пĕр хутчен, 30-мĕш эрнерен кашни эрнерех килмелле. 30-мĕш эрнерен йывăр çын хĕрарăма декретлă отпуск параççĕ (140 кун çăмăлланас умĕн тата çуратнă хыççăн). Енчен те йывăр çуратнă пулсан 16 куна тăсаççĕ. Ача кĕтекен хĕрарăма вăхăтра шута илни тата ун хыççăн акушер-гинеколог патĕнче тăтăшах пулни çире пурри мĕнле аталаннине, чылай чир-чĕре профилактика тума май парать. Хĕрарăм консультацийĕнче йывăр çын йывăрăшне виçеççĕ, шăк анализне илеççĕ. Çире ача еплерех аталаннине пăхма 10-12, 20-22, 30-36 эрнесенче УЗИ тăваççĕ. Ачан чĕрине тĕрĕслеççĕ.

35 çултан иртнĕ хĕрарăмсене уйрăмах пысăк тимлĕх уйăратпăр. Вĕсен ачисем чирлĕ çуралас хăрушлăх пур. Юн анализне пама та ÿркенсе тăмалла мар. Анеми чирĕ ачашăн хăрушă. Çавăнпа та çие юлсанах хĕрарăм консультацийĕнче учета тăмалли çинчен ан манăр.



"Елчĕк Ен"
10 апреля 2007
00:00
Поделиться