Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Хĕрарăмсем те, ветерансем те волейболла выляççĕ

Елчĕкри спорт çурчĕ каçсерен, канмалли кунсенче пушă тăмасть. Кунта ĕç хыççăн çамрăксем кăна мар, çулланнă çынсем те волейболла, баскетболла выляма çÿреççĕ. Шăмат кунсемпе вырсарни кунсенче вара ăмăртусем иртеççĕ. Хальхинче волейбол площадкине хĕрарăмсем тухрĕç.

Ял тăрăхĕ-сен командисем район чемпионĕн ячĕшĕн кĕрешрĕç. 5 команда вăй виçрĕ район чемпионатĕнче. Вĕсем пĕр-пĕринпе тĕл пулса вылярĕç. Çĕнĕ Пăва ялĕнче йĕркеленĕ хĕрарăмсен команди пурне те 2:0 шутпа выляса илчĕ, çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Çирĕклĕ Шăхаль команди Çĕнĕ Пăвасене çеç выляса ячĕ, иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Елчĕксем маларах асăннă командăсенчи хĕрарăмсене выляса ярса виççĕмĕш пулчĕç. Тăваттăмĕшпе пил-лĕкмĕш вырăнсенче – Кĕçĕн Таяпасемпе Аслă Елчĕксем.

Командăсенче вылянă волейболисткăсем çулĕсемпе те пĕр-пĕринчен уйрăлса тăнине асăрхама тиврĕ. Аслă Елчĕк ялĕн командинче пурте тенĕ пекех çитĕннĕ, ача-пăчаллă хĕрарăмсем пулчĕç. Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн чысне вара вăтам шкулăн аслă класĕнче вылякансем хÿтĕлерĕç. Ыттисен йышĕнче ытларах шкулсенче, культура учрежденийĕсенче ĕçлекенсем пулни палăрчĕ.

Çав кунах Патăрьел районĕнчи Тури Туçа ялĕнче ветеран-волейболистсен уçă турнирне Патăрьел, Елчĕк, Комсомольски районĕсенчен 8 команда пуçтарăннă. Пирĕн районтан унта Курнавăш тата Аслă Пăла Тимеш ялĕсен командисем хутшăннă. Курнавăш командинчи арçынсем ăнăçлă ăмăртнă. Вĕсем хăйсен ушкăнĕнчи 4 команда хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Финалта вара Курнавăшсем турнир хуçисемпе тĕл пулнă, 0:2 шутпа выляса ярса иккĕмĕш вырăна тухнă.

Курнавăш командишĕн Г.Смирнов, П.Смирнов, Ю.Дмитриев, А.Константинов, А.Светопольский, А.Скворцов вылянă. Ăмăртăва йĕркелекенсем А.Скворцов чи тăрăшуллă вылякан пулнине палăртнă.



"Елчĕк Ен"
10 апреля 2007
00:00
Поделиться