Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çапла кĕтсе илеççĕ

Христос чĕрĕлнĕ аслă кун ( Мăнкун) – Христос тĕнне ĕненекенсемшĕн тĕп уяв. Аслă типĕн юлашки эрни – Асап эрни хăйĕн йăли-йĕркипе çыхăннă. Кăçал Мăнкун апрелĕн 8-мĕшĕнче килет. Мăнкун уявне ĕлĕкрен çапла кĕтсе илнĕ.

Тунти кун – çурт-йĕре йĕркене кĕртнĕ: сăрланă, юсанă тата ытти те. Ĕлĕк çак кун хресчен ирхине ирех урама тухса çанталăк мĕнле пулассине сăнанă. Енчен çанталăк уяр, тÿпе таса – çу та лайăх килĕ, тухăç та ăнса пулĕ.

Ытлари кун Мăнкун уявне тумтир хатĕрленĕ.

Юн кун çурт-йĕре тĕпрен çуса тасатнă. Ахальтен-им тепĕр куна Таса кĕçерни тенĕ.

Кĕçнерни кун чиркÿрен çурта илсе килнĕ. Асап эрнинчи çурта чир-чĕртен сывалма пулăшать. Çак кун асамлă тăвар хатĕрлеççĕ – ахаль апат тăварне кăмакара хĕртеççĕ те кайран чиркÿре тасаттараççĕ. Тăвар чир-чĕрпе кĕрешме, эрех ĕçме пăрахтарма та пулăшать. Кил хуçи хĕрарăмсем çăмартана хĕретеççĕ, ÿкерсе илемлетеççĕ, тăпăрчăран апат-çимĕç хатĕрлеççĕ.

Эрне кун, Христоса пăталанă кун, тĕне ĕненекенсен апат çиме юрамасть. Хĕрарăмсем кулич хатĕрлеççĕ. Ĕçе тытăнас умĕн “Эй, Çÿлти аттемĕр...” кĕлле вулаççĕ. Унтан Турăран ырлăх ыйтса кулич пĕçерме пуçăнаççĕ.

Шăмат кун – хурлăх кунĕ, тĕне ĕненекенсем Çăлаканĕ вилнишĕн хурланаççĕ. Шăп çак кун чиркÿсенче Мăнкун служби пуçланать. Енчен тĕрлĕ сăлтавпа таса çурта çитеймерĕр пулсан та çывăрма юрамасть.

Вырсарни кун, ирхине, чиркÿрен тасаттарса килнĕ апат-çимĕçпе Мăнкуна çемьепе кĕтсе илмелле. Уяв сĕтелĕ хушшинче çывăх çынсем кăна пулмалла. Юлташсене, хăнасене ан чĕнĕр. Уяв çăмартаран пуçланать. Çемьери арçынсенчен чи асли Мăнкун çăмартине касăксем çине вакласа çывăх çыннисене хăналать. Ваттисем каланă тăрăх, çăмарта касăкĕ çулталăкĕпех телей, çирĕп сывлăх кÿрет. Çапла майпа кулича та пайлаççĕ. Ирхи апат кăнтăрлачченех тăсăлать. Анчах çак кун каçхине нимĕн те çимеççĕ. Уяв сĕтелĕ çинче юлнă апат-çимĕçе нихăçан та ан пăрахăр. Мĕншĕн тесен ăна чиркÿре тасаттарнă. Ăна çĕре чавса чикмелле е çунтармалла. Мăнкунра хресна аттесемпе хресна аннесене те саламлама манмалла мар.

Мăнкун каçĕнче е ирхине ирех çăлтан шыв ăсмалла та çул çинче никампа калаçмасăр киле таврăнмалла. Çак шыв асамлăхĕпе чиркÿре тасаттарнипех танлашĕ. Унпа çурта, ампара сирпĕтсен пурнăç тулăх та пуян пулĕ. Сывлăхлă, вăй-хăватлă, илемлĕ пулас тесен çăвăнмалла.

Мăнкунпа малашлăха, çанталăка пĕлме май пур. Сăмахран, праçникри сивĕ е аслати – кантăр ăнса пуласса, çумăр – йĕпе-сапаллă çуркунне.

Мăнкун ир енне курнă тĕлĕк пурнăçа кĕрессе систерет.

Уяв сĕтелĕ çине

Мăнкун куличĕ

12 стакан тулă çăнăхĕ, 3 стакан тин сунă сĕт, 50 г çĕпре, 2 стакан сахăр песукĕ, 7 çăмарта, 1Ÿ2 стакан ÿсен-тăран çăвĕ, 1Ÿ2 стакан иçĕм çырли, тăвар.

Çĕпрене сĕтре ирĕлтерĕр, çăнăхăн çуррине хушăр та хăпарма ăшă вырăна лартăр. 5 çăмарта саррине сахăрпа тата тăварпа хутăштарăр. Чуста хăпарсан хатĕрленĕ çăмарта саррине ярăр, тата 2 çăмарта, ирĕлтернĕ ĕне çăвĕ хушăр та юлнă çăнăха силлĕр. Массăран çăрах мар чуста çăрăр, иçĕм çырли сапăр та каллех хăпартма лартăр. Ирхине чустана тепĕр хут çăрăр та формăна ярăр. Чуста кăштах хăпариччен тытăр, духовкăна лартса пĕçерĕр. Сивĕнерехпе çăмарта шуррине сахăрта кăпăклантарăр, куличе илемлетĕр.



"Елчĕк Ен"
10 апреля 2007
00:00
Поделиться