Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Учительсем волейболла выляççĕ

Вĕрентÿ работникĕсен районти профсоюзĕ йĕркеленипе шкулсенчи педагогика тата техника работникĕсем хушшинче волейболла выляса мала тухмалли ăмăртăва арçынсен 9 команди хутшăнчĕ. Вĕсем икĕ ушкăна пайланса вылярĕç. Ушкăнсенче çĕнтернĕ Курнавăш тата Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕсенчи вĕрентекенсем финалта пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсемшĕн тупăшрĕç.
 
Курнавăшсем вăйлăрах пулни палăрчĕ. Виççĕмĕш вырăншăн вара Елчĕкри ДЮСШ тата Аслă Таяпа командисем тĕл пулчĕç. 2:0 шутпа Елчĕк команди мала тухрĕ.
Хĕрарăмсен ушкăнĕнче те 9 команда вылярĕ. Финалта Елчĕк, Курнавăш шкулĕсенчи командăсем тупăшрĕç. Район центрĕнчи вĕренекенсем 2:0 шутпа мала тухнă. Виççĕмĕшпе тăваттăмĕш вырăнсенче – Çирĕклĕ Шăхаль тата Çĕнĕ Пăва шкулĕсенчи хĕрарăм-волейболисткăсем.


"Елчĕк Ен"
24 марта 2007
00:00
Поделиться