Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Лаш Таяпа шкулĕ çĕнтернĕ

Елчĕкре шашкăлла выляса ачасемпе çамрăксен пултарулăхĕн çурчĕн кубокне çĕнсе илессишĕн ăмăртура зонăсенче мала тухнă Патреккел, Курнавăш, Лаш Таяпа, Кĕçĕн Таяпа, Хăвăлçырма, Энтепе шкулĕсен командисем финалта тĕл пулнă.
 
Шашка вăййин тĕл пулăвĕсем 4 хăма (доска) çинче иртрĕç. Пĕрремĕшĕнче, паллах, чи вăйлисем пулчĕç. Лаш Таяпа шкулĕнче вĕренекен А.Мижеров мала тухрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене С.Петров (Патреккел), И.Маликов (Хăвăлçырма) йышăнчĕç.
2-мĕш хăма çинче те Лаш Таяпа шкулĕнче пĕлÿ пухакан А.Павлов, 4, 5 очко пуçтарса, çĕнтерчĕ. Иккĕмĕш вырăн йышăннă В.Власов (Кĕçĕн Таяпа) унран çур очко каярах пуçтарчĕ. Виççĕмĕшпе тăваттăмĕш вырăнсене А.Михеев (Энтепе) тата В.Михеев (Хăвăлçырма) пайларĕç.
3-мĕш хăма çинче çĕнтерÿçĕ ята С.Князев (Лаш Таяпа) тивĕçрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – А.Семеновпа (Кĕçĕн Таяпа) В.Степанов (Хăвăлçырма).
4-мĕш хăма çинче, 4-шар очко пуçтарса, М.Скворцова (Кĕçĕн Таяпа) тата Г.Сергеева (Энтепе) пайларĕç. Виççĕмĕш вырăна вара Ю.Князева (Лаш Таяпа) тухрĕ.
Командăсен ушкăнĕнче Лаш Таяпа шкулĕнчи çамрăк шашистсем пĕрремĕш пулчĕç. Иккĕмĕшĕпе виççĕмĕш вырăнсене Кĕçĕн Таяпа тата Хăвăлçырма шкулĕсенче вĕренекенсем йышăнчĕç.


"Елчĕк Ен"
24 марта 2007
00:00
Поделиться