Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Инкексĕр ирттерер

Район администрацийĕнче чрезвычайлă лару-тăру енĕпе тата пушар хăрушлăхне асăрхаттарас тĕлĕшпе ĕçлекен комисси тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен пĕрлехи ларăвĕ пулса иртнĕ. Ăна комисси председателĕ, район пуçлăхĕн çумĕ И.Кузнецов ертсе пынă.
 
Ларура çурхи шыв-шур тапхăрĕнче чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухассин тата пушар хăрушлăхне асăрхаттарас ыйтусене сÿтсе явнă. Район администрацийĕн тĕп специалист-экологĕ П.Тремасов çурхи шыв-шур тапхăрĕнче асăрхануллă пулма кирли, çак вăхăтра кашни çыннăн яваплăхĕ çинчен чарăнса тăнă. Район администрацийĕнче тата ял тăрăхĕсенче çурхи шыв-шур хăрушлăхне сирсе ярас тĕлĕшпе ĕçлекен комиссисем туса хунă.
Район администрацийĕн чрезвычайлă лару-тăру тата гражданла оборона енĕпе ĕçлекен А.Клементьев тĕп специалист палăртнă тăрăх хальхи вăхăтра районта йĕркеленĕ ятарлă комисси куллен ял тăрăхĕсене тухса çÿрет, вырăнсенчи гидротехника сооруженийĕсене тĕрĕслет, шыв-шур вăхăтне аварисĕр ирттерсе ярассипе тĕрлĕ мерăсем йышăнать.


"Елчĕк Ен"
24 марта 2007
00:00
Поделиться