Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çамрăксем пуçарнипе

Юлашки çулсенче республикăра регбол вăййи аталанса пырать. Елчĕксем те спортăн çак енĕнчен айккинче юлмаççĕ. Чылайăшĕ регбол мĕнле вăйă пулнине те пĕлмест пулĕ-ха. Ăна баскетбол площадкинче выляççĕ. Командăри спортсменсен баскетбол мечĕкне ункăна нумайрах кĕртмелле. Çав вăхăтрах вăйăçсем площадкăра пĕр-пĕрне тĕртме, ирĕклĕ майпа кĕрешсе урайне ÿкерме пултараççĕ.
 
Регбол вăййи пĕлтĕр турнир шайĕнче иртрĕ, кăçал ăна район чемпионачĕ тесе палăртрĕç. Унта Кармал, Аслă Елчĕк, Кушкă, Елчĕк çамрăкĕсем хутшăнчĕç. Командăсем пĕр-пĕринпе тĕл пулса вылярĕç. Чи нумай очко Кармал çамрăкĕсем пуçтарчĕç, район чемпионĕсем пулса тăчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Аслă Елчĕкпе Кушкă çамрăкĕсем тухрĕç.
Вăйă пуçланиччен спортсменсене район пуçлăхĕ Н.Миллин саламларĕ.
Регбол чемпионатне 4 ял çамрăкĕсем хăйсем йĕркелесе ирттерчĕç, призсене те хăйсемех çирĕплетнĕ.


"Елчĕк Ен"
24 марта 2007
00:00
Поделиться