Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Вун пиллĕкмĕш тĕслĕх библиотека

Чăваш Республикин Президенчĕн Н.В.Федоровăн “Чăваш Республикинче ялти тĕслĕх библиотекăсене йĕркелесси çинчен” Указне пурнăçласа, халиччен районта 14 тĕслĕх библиотека уçнăччĕ. Халĕ вара тепри Кавал ялĕнче хута кайрĕ.

Вăл Кивĕ Эйпеç, Питтĕпел, Кавал çыннисен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме пултарĕ. Çакна çĕнĕ технологи комплектне панă чухне район пуçлăхĕ Н.Миллин, “Комбайн” ЯХПК ертÿçи Г.Федоров, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Рыбкин, ял тăрăхĕсен тĕп библиотекăн директорĕ Г.Кузнецова та палăртрĕç.

Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнче çывăх вăхăтра тата 2 тĕслĕх библиотека йĕркеленĕ.



"Елчĕк Ен"
22 марта 2007
00:00
Поделиться