Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ырри çеç унра

Аслă Таяпари вăтам шкулта аслă классенче вĕреннине аса илетĕп. Ун чухне программăна тин çеç çĕнĕ предмет кĕртрĕç. Информатика ятлăччĕ вăл. Çак предметпа пире Галина Аркадьевна Сядукова вĕрентетчĕ.

Компьютер ун чух мĕнне те пĕлмен. Пĕртен пĕр çÿхе кĕнеке пурччĕ вĕрентекенпе вĕренекенсен. Галина Аркадьевна ун чухнех ачасене тарăн пĕлÿ пама тăрăшатчĕ. Вуннăмĕш класра вĕреннĕ чух класс ертÿçи те пулчĕ вăл. Ырă кăмăллă çын, ачасемшĕн тăрăшать, малалла ăнтăлать, пултаруллă вĕрентекен – çак сăмахсем пурте ун пирки.

Шкул пĕтерсен эпĕ те вĕрентекен пулма шухăшларăм. Университет хыççăн хамăн тăван шкулта ĕçлеме пуçларăм. Юнашарах – хама вĕрентнĕ çывăх çынсем. Юратнă вĕрентекенпе вун пиллĕкмĕш çул ĕнтĕ килĕштерсе тăрăшатпăр. Галина Аркадьевна ачасене вĕрентме пуçлани часах çирĕм пилĕк çул çитет. Вăл ирттерекен физика, математика, информатика урокĕсене ачасем питĕ килĕштереççĕ. Уйрăмах информатикăна кăмăллаççĕ. Галина Аркадьевна – ăста педагог. Унăн кабинечĕ компьютерсемпе пуян. Вăл компьютер чĕлхине лайăх ăнланать, вĕренекенсемпе ĕçтешĕсене унпа паллаштарма яланах хавас.

Галина Аркадьевна нумай çул ĕнтĕ класс ертÿçинче вăй хурать. Вăл ертсе пыракан ачасем 10-мĕш класра вĕренеççĕ. Г.Сядукова ачасене çирĕп пĕлÿ парассишĕн вăйне-халне шеллемест, уроксене тата класс тулашĕнчи ĕçсене тĕплĕн хатĕрленет. Çавăнпа та унăн урокĕсем те, тĕрлĕ мероприятисем те çÿллĕ шайра иртеççĕ. Хăй ертсе пыракан класри ачасемпе пĕр чĕлхе тупма тăрăшать. Шанса панă ĕçсене пурнăçланине çирĕп ыйтать, шкулта иртекен тĕрлĕ ăмăртусене пурне те хутшăнтарма пултарать. Ачасем хисеплеççĕ, юратаççĕ ăна. Классем хушшинче иртекен тĕрлĕ конкурссенче те вуннăмĕшсем час-часах малти вырăнсенче. Галина Аркадьевнан вĕренекенĕсем районта малти вырăнсене йышăнма пултарнинче те унăн тÿпи пысăк. Вăл чăн-чăн педагог пулмах çуралнă, нумай вĕренекеншĕн тĕслĕх пулса тăрать.



"Елчĕк Ен"
22 марта 2007
00:00
Поделиться