Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Николай Ятманов – чăвашсен пĕрремĕш архитекторĕсенчен пĕри

Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа ялĕнче çуралса ÿснĕ Н.О.Ятманов – чăваш халăхĕнчен тухнă ятарлă аслă пĕлÿ илнĕ пĕрремĕш архитекторсенчен пĕри. 1951 çулта Мускаври архитектура институтне пĕтернĕ хыççăн ăна Грознăй хулине ĕçлеме янă. Кунта вăл, чеченсемпе ингушсен тĕп хулинче, вун-вун пурăнмалли çурта, вĕренÿ заведени-йĕпе тĕрлĕ сооружени тăвас ĕçе хутшăннă.
1953 çулта Çурçĕр Кавказри шĕкĕр хулара савăнăçлă самантра чăваш архитекторĕн проекчĕпе туса лартнă граждан вăрçин паттăрĕсене асăнса мăнаçлă та илемлĕ палăкне уçнă. Ăна сăнланă фото ÿкерчĕке 1955 çулхи кăрлач уйăхĕнче тухнă “Огонек” журналăн малти хуплашкинче пичетленĕ. Çавăн хыççăн Николай Осиповича Чăваш АССР Правительстви Шупашкара ĕçлеме чĕнсе илнĕ. Кунта манăн ентеш тата аслă юлташ вунă çула яхăн “Чăваш гражданпроект” институтăн архитектура ĕçĕсен управленийĕнче вăй хунă.
Николайăн ашшĕ Осип Михайлович Ятманов халĕ Тутарстан Республикине кĕрекен Теччĕ районĕнчи Пухтел (Богдашкино) ялĕнче 1887 çулхи нарăсăн 20-мĕшĕнче çуралнă. 1901-1907 çулсенче Ятман Уçăпĕ (ялта ăна çапла чĕннĕ) Чĕмпĕрте чăваш учителĕсем хатĕрлекен шкулта вĕреннĕ. Ăна лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ, тĕрлĕ енлĕ аталаннă çирĕм çулхи каччăна И.Я.Яковлев вăл вăхăтра Пăва уесне кĕнĕ Лаш Таяпари чиркÿпе прихут шкулне ĕçлеме янă.
Халĕ темиçе юбилей çинчен сăмах тапратам. Утмăл çул каялла РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕн хисеплĕ ятне тивĕçнĕ О.М.Ятманов çуралнăранпа нумаях пулмасть 120 çул çитрĕ. Çулла вĕçленеспе, пысăк Сăпас кунĕнче, Осип Михайлович Лаш Таяпана яланлăхах ĕçлеме килнĕренпе 100 çул çитет. Тепĕр сулăмлă юбилей çинчен: пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче СССР архитекторсен Союзĕн членĕ, архитектура енĕпе РСФСР Министрсен Совечĕн премийĕн лауреачĕ, Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикинчи профессиллĕ писательсен Союзĕн членĕ Н.О.Ятманов 80 çул тултарчĕ. Лаш Таяпара Осип Михайловичăн тăватă ача çитĕннĕ: Зоя, Галина, Иван тата Николай. Аслă хĕрĕ Зоя 1942 çул пуçламăшĕнче хăй ирĕкĕпе вăрçа кайнă, çав çулхи çурла уйăхĕн 14-мĕшĕнче вăл Атăлпа Дон хутлăхĕнче хыпарсăр çухалнă. (Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 50 çул çитнине халалланă “Астăвăм” кĕнекен 3 томĕ, 634 стр.). Кĕçĕн ывăлĕ Николай 1927 çулхи çуркунне пуçламăшĕнче çут тĕнчене килнĕ.
– Пурне те пĕлме тăрăшакан арçын ачаччĕ вăл, Коля шкулта пуринчен те лайăхрах вĕренетчĕ, пушă вăхăтра вăл каранташпа картинăсем ÿкеретчĕ, сăвă çыратчĕ, çуллахи вăхăтра тăмран шăхличпе тĕрлĕ фигурăсем тăватчĕ. Мана вун сакăр çул тултарсанах Совет Çарне илчĕç, Николай вара ялти вăтам шкула пĕтерсен Мускаври архитектура институтне вĕренме кĕнĕ, – аса илет унăн ачалăхри юлташĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан 80 çулхи ĕçпе вăрçă ветеранĕ В.Н.Арефьев.
Иртнĕ ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринче Лаш Таяпана Ятмановсем патне Чĕмпĕр, Пăва тата Шупашкар хулисенчен час-часах хăнасем килнĕ. Çамрăк учителĕн Николай Осиповичăн çывăх юлташĕ, Николай Васильевич Шупуçынни Лащă шывĕн хĕрринчи пысăках мар çуртра тепĕр чухне темиçе кун пурăннă. 40-мĕш çулсенче кунта С.В.Ялавин час-часах килме пуçланă. Пĕррехинче Сергей Васильевич вун тăватă çулти Николай Ятманова В.П.Дмитриевăн “Честь родины” калавсен пуххине чăвашла куçарма сĕннĕ. Ашшĕ хистенипе аран-аран çак ĕçе пурнăçлама килĕшнĕ Коля. Асăннă сборник “Тăван çĕршывăн чысĕ” ятпа Шупашкарта 1942 çул пуçламăшĕнче пичетлесе тухнă.
Мускавра пурăннă чухне Н.Ятмановăн çĕнĕ юлташĕсем нумайланнă. Вăл литература институчĕн студенчĕпе Георгий Ефимовпа, пулас драматургпа Николай Терентьевпа, Станиславский ячĕллĕ театр институтĕнче вĕреннĕ Николай Степановпа, Мария Бикуловапа тата ытти хастар та пултаруллă чăваш каччисемпе тата хĕрĕсемпе туслашнă. Çак вăхăтра Ятман Уçăпĕн кĕçĕн ывăлĕ калавсемпе юмахсем хайлать.
“Чăваш гражданпроект” институтра ĕçленĕ чухне çамрăк архитекторăн пултарулăхне вăл вăхăтра кунтах управлени инженерĕнче ĕçленĕ, каярахпа республикăри паллă таврапĕлÿçĕ-журналист А.И.Терентьев асăрханă. Александр Иванович 1955 çулхи çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче “Советская Чувашия” хаçатра “В мастерской архитектора” статья пичетленĕ.
«... Николай Ятманов тăватă çул каялла Мускаври архитектура институтне пĕтернĕ, темиçе интереслĕ çурт проекчĕсен авторĕ шутланать. Вăл пирĕн республикăра пуçласа хулари çуртсен архитектуринче чăваш эрешĕн орнаменчĕсемпе усă курма пуçларĕ», – тесе çырнă Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ ята тивĕçнĕ А.Терентьев.
Унтанпа çур ĕмĕр те иртсе кайрĕ. Апла пулин те пирĕн халăх та, Шупашкара килекен хăнасем те, паян та Гагарин урамне илемлетекен вырăс драма театрĕн, Ленин проспектĕнчи Ача-пăча универмагĕн çурчĕсене курса савăнаççĕ. Вĕсенче – Н.О.Ятмановăн асамлă аллин йĕрĕсем.
Пирĕн тĕп хуламăрта архитекторта ĕçленĕ пулин те, Николай Осипович тăтăшах чăваш литературипе кăсăкланнă. Вăл хăйĕн мăшăрĕпе Чăваш академи драма театрĕн спектаклĕсене курма юратнă. Тен, драматургире те палăрнă пулĕччĕ Н.Ятманов.
Шăп çур ĕмĕр каялла вăл “Çăкăр-тăвар хире-хирĕç” пьеса çырнă. Ăна 50-мĕш çулсен вĕçĕнче Чăваш академи драма театрĕн репертуарне кĕртнĕ.
Хĕрĕх çул ытла ĕнтĕ Николай Осипович пирĕн республика тулашĕнче пурăнать. Вăл чĕрĕк ĕмĕре яхăн Тутарстанри Çырчаллă (Набережные Челны”) хулинче КАМАЗ архитектура управленине ертсе пынă. Тивĕçлĕ канăва тухсан Н.Ятманов каллех литературăпа ытларах кăсăкланма пуçларĕ. Вунă çул каялла унăн “Кĕтмен шăпа” романĕ “Тăван Атăл” журналăн темиçе номерĕнче пичетленчĕ. Виçĕм çул вара çак автобиографиллĕ роман “Калем” издательствăра уйрăм кĕнекен кун çути курчĕ. Ăна халăх патне çитерме сумлă та канăçсăр автора чăвашсен пирвайхи архитекторĕсенчен пĕрне чи малтанах “Елчĕк ен” ентешлĕх хастарĕсем – Ю.А.Попов, паллă çыравçă, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В.П.Эктел (Сидоров), пĕр тăван Владимир тата Анатолий Меметовсем пулăшрĕç.


"Елчĕк Ен"
13 марта 2007
00:00
Поделиться