Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Йытă çыртни хăрушă

Çулталăк пуçланнăранпа район территорийĕнче йытăсем 8 çынна çыртнине шута илнĕ. Çакăн çинчен Елчĕкри санитари врачĕ С.Петрянкина районти канашлура пĕлтерчĕ. Кĕçĕн Таяпара, акă, урама уçăлтарма илсе тухнă кĕçĕн çулхи ачана, амăшĕ самантлăха пăрăннă вăхăтра пит çăмартинчен çыртса илнĕ. Йытă çыртнă 8 çынна сиплеме сахал мар укçа-тенкĕ тухса каять.
Йытă çыртни хăйех суран кÿрет. Кунтан та ытларах уртаракан йытă çыртни хăрушăрах. Унран çынна сыватма çук. Çавăнпа санитари служби килти йытăсене прививка тутарма, кăкаркăçра усрама, хуçасăррисене тытса хупма ыйтать.


"Елчĕк Ен"
13 марта 2007
00:00
Поделиться