Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çар çынни пулас тесен

Районти чылай çамрăк çар вĕренÿ заведенийĕсенче ăс пухма кăмăл туни юлашки çулсенче çар сумĕ ÿссе те ÿссе пынине çирĕплетет. Тĕреклĕ, сывлăхлă, çирĕп йĕркерен хăраман йĕкĕтсем паян тĕрлĕ хулари çар вĕренÿ шкулĕсенче пĕлĕвне туптама пултараççĕ. Хальхи вăхăтра вĕсене Хусанти тата Ульяновскри Суворов çар училищисенче кĕтеççĕ. Унта вĕренме кĕмелли тата вĕренмелли йĕрке çинчен тĕплĕн чарăнса тăни те вырăнлă.
Суворов çар училищисене 13-16 çулсенчи 7, 8-мĕш классене пĕтернĕ ачасем вĕренме кĕме пултараççĕ. Сывлăх енчен çирĕп ача çеç пурнăçне çарпа çыхăнтарма пултарнине тĕпе хурса чи малтанах ăна тĕплĕн тĕрĕслеççĕ. Унтан тĕрлĕ предметпа экзамен тытмалла. Кунта физкультурăпа 100 тата 200 метр чупасси, перекладина çинче туртăнасси, вырăс чĕлхипе диктант е изложени çырасси, математикăпа çырса экзамен тытасси кĕрет. Училищĕре виçĕ çул вĕренмелле. Вĕренсе тухнисем çарăн аслă вĕренÿ заведенийĕсене экзаменсăрах вĕренме кĕме пултараççĕ.
Хăйсен пурнăçне çарпа çыхăнтарма шутланă район çамрăкĕсенчен пĕри вăл – Кивĕ Эйпеçре çуралса ÿснĕ Алексей Зайцев. Алексей Ульяновскри Суворов училищинче пĕлÿ пухать. Нумаях пулмасть унăн ашшĕпе амăшĕ – Владимир Ивановичпа Татьяна Петровна ывăлĕ вĕренекен çар училищинчен тав çырăвĕ илчĕç. Ĕçчен, тăрăшуллă, çивĕч ăслă, ответлăха туякан, кăмăл енчен çирĕп ачана ырăпа асăннă çырура. Ăшă сăмахсем ашшĕ-амăшне пысăк савăнăç, мăнаçлăх кÿреççĕ.
Юлашкинчен çакна палăртса хăварар. Хăйсен пурнăçне çарпа çыхăнтарас кăмăллă çамрăксене тĕрлĕ ыйтупа районти çар комиссариатĕнче 6-мĕш пÿлĕмре кĕтеççĕ.


"Елчĕк Ен"
13 марта 2007
00:00
Поделиться