12:00_ Поздравление Главы Яльчикского района с Международным женским днем 8 марта.
Хисеплĕ те хаклă хĕрарăмсем, чипер хĕрсемпе маттур хĕрачасем!
Сире Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе чĕререн, ăшшăн-ăшшăн саламлатăп!
Хĕрарăм - кил-çурт вучахне упракан, çемьене хăтлăх, килĕшỹлĕх кĕртекен. Тĕнчене çĕнĕ пурнăç парнелесе ĕмĕр тăршшĕпе ачусемшĕн чи çывăх та кирек хăçан та пулăшма пултаракан çын пулса тăратăн эсĕ, вĕсене тĕрĕс воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларатăн. Сирĕн ăнланулăх, туйăмлăх тата юрату йывăр самантра шанчăк кỹреççĕ, йывăрлăхсене çĕнтерме, çĕнĕ çитĕнỹсем тума вăй-хал парса пыраççĕ. Пурнăçра хĕрарăмсен хулпуççийĕ çине арçынсеннинчен кая мар яваплăх тиенет. Кирек епле ĕçре, обществăлла пурнăçра та хĕрарăмсем - патвар ĕçченсем, пултаруллă ертỹçĕсем, производствăна аталантарса пыракансем. Елчĕк район хĕрарăмĕсем те ял хуçалăхне, экономикăпа культурăна аталантарас, ачасене тарăн пỹлỹ парас, çынсен сывлăхне çирĕплетес, халăха куллен тĕрлĕ пулăшу парас тĕлĕшпе вăй-халне, ăс-хакăлне шеллемеççĕ, малашлăха çирĕппĕн пăхаççĕ. Ĕçĕрсем малашне те ăнсах пыччăр сирĕн.
Районта пурăнакан мĕнпур хĕрарăма çурхи чи илемлĕ уяв ячĕпе саламласа çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, чунри ăшăлăхпа юрату, тăнăç та тулăх пурнăç, ăнăçу сунатăп. Кирек хăçан та ăнланма пултарнăшăн, хастарлăхпа сăпайлăхшăн, чăтăмлăхшăн, пурнăçра çирĕп утăмсем тума хавхалантарса пынăшăн тавтапуç сире. Ĕмĕтĕрсем яланах пурнăçланса пыччăр, сăн-питĕртен ăшă кулă ан кайтăр, телейлĕ те савăнăçлă пулăр.
Елчĕк район пуçлăхĕ Н.П. Миллин.