Мăшăрне тупрĕ-тупрех
Çак кунсенче Аслă Елчĕкре “Камсем эсир, пăхаттирсем?” ятпа конкурс иртрĕ. Салтакла тумланнă юмахри пăхаттирсем – Сергей Харлампьев, Сергей Печков, Радик Немцев, Роман Новиков “патша хĕрне” (Оля Патшина) «качча илесшĕн» кĕрешĕве тухрĕç. Хăшĕ тивĕçĕ-ши патша хĕрне?
Патша хĕрĕ ытла та юнтармăш, юрама кансĕр. Кашнинех кăсăклантарчĕ çак самант. Патшапа унăн хĕрĕ те трон çинче тимлĕ сăнарĕç. Никама килĕштермен пĕр чарăнми йĕрекен хĕр чунĕ патне çул тупас, ăна култарас тесе мĕнле ĕç кăна пурнăçламарĕç пулĕ йĕкĕтсем: шÿтлĕ ташăсем ташларĕç, юрларĕç, алă вăйĕ виçрĕç, пулă тытрĕç, чуста çăрса салма яшки пĕçерсе çитерчĕç, виçĕ пуçлă çĕленпе çапăçрĕç...
Юлашкинчен хăйне килĕшекен мăшăр тупрех патша хĕрĕ, унпа пĕрле ташша тухрĕ.
Конкурс тăршшĕпе куракансене юрăçсем – А.Райкова, О.Адюкова, А.Майкова, О.Патшина, ташăçсем – Н.Катайкинапа Н.Светлова, “клоунсем” – З.Кантеевăпа Э.Федорова хаваслантарчĕç.
"Елчĕк Ен"