Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Финалта Елчĕк шкулĕ палăрчĕ

Ача-пăча общество пĕрлешĕвĕсен лидерĕсен район шайĕнче иртекен “Манăн пуçарулăх” конкурс пуласси пирки маларах пĕлтернĕччĕ. Çак конкурса хутшăнса (20 шкул хушшинчен) ача-пăча общество пĕрлешĕвĕсен 5 лидерĕ финала тухма пултарчĕ: Е.Указова (Елчĕк шкулĕ), Т.Курчина (Курнавăш), О.Муллина (Таяпа Энтри), Т.Федорова (Кивĕ Эйпеç), О.Федорова (Çуткÿл). Портфолио хатĕрлесе тата сочинени çырса палăрчĕç вĕсем.
 
Асăннă конкурсăн пĕтĕм-летĕвĕ вара пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче Елчĕкри культура çуртĕнче иртрĕ. Сцена çинче ачасем хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕ кăтартрĕç: тĕрлĕ тематикăпа “Мастер-класс” ирт-терчĕç, “Эпĕ тата манăн организаци” темăпа хатĕрленĕ видеоматериалпа паллаштарчĕç. Çивĕч тупăшура Е.Указова (“Млечный путь”) çĕнтерчĕ, “Лидер ДОО-2007” хăйăва тата райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕ. Т.Федорова (“Орленок”) тата О.Муллина (“Туслăх”) иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Кунтах пионер тата комсомол юхăмĕсен активисчĕ К.Леонтьева ачасене пионер организацийĕ епле йĕркеленсе кайнипе паллаштарчĕ.


"Елчĕк Ен"
06 марта 2007
00:00
Поделиться