Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Воин - интернационалиста манмаççĕ

Юрий Григорьев, Кивĕ Эйпеç ялĕнче çуралса ÿснĕскер, кунтах вăтам шкул пĕтернĕ, водитель удостоверенине илнĕ. Юлташĕсем хушшинче ырă кăмăлĕпе, туслăх упрама пултарнипе палăрса тăнă.
Шел, иртнĕ вăхăтпа çырма тивет. Вăл Демократиллĕ Афганистан Республикинче интернационалла тивĕçе пурнăçланă чухне пуçне хунă. Унтанпа 18 çул иртрĕ. Анчах ентешĕсем Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерне манмаççĕ. Кашни çулах Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсен кунĕнче ăна асăнса Кивĕ Эйпеçре мини-футбол ăмăртăвĕ йĕркелеççĕ.
Çамрăк спортсменсене чи малтанах Елчĕк район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн тĕп специалисчĕ Н.Малышкин, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн ертÿçи В.Рыбкин, районти çар комиссарĕн çумĕ А.Александров майор, П.Анисимов воин-интернационалист, районсем хушшинчи “Ритуал” акционерсен хупă обществин генеральнăй директорĕ Л.Григорьев саламларĕç. Шкулти “Виктория” патриотла юрăсен фестивалĕн членĕсем ентеш пурнăçĕ çинчен каласа пачĕç, салтак вил тăпри çине чечек кăшăлĕ хучĕç.
Кăçалхи ăмăртăва районти шкулсемпе çул çитмен ачасен клубĕсен 8 команди хутшăнчĕ. Икĕ çул умлă-хыçлă куçса çÿрекен кубока Елчĕк шкулĕ çĕнсе илнĕччĕ. Хальхинче вĕсен иккĕмĕш вырăнпа çырлахма тиврĕ. Çĕнтерÿçĕ вара Аслă Пăла Тимешри çул çитмен ачасен “Юман” клубĕн команди пулчĕ. Виççĕмĕш вырăна Кушкă шкулĕ йышăнчĕ.
Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене дипломсем, хаклă парнесем парса чыс турĕç. “Юман” клуб членĕ Денис Александров “Пĕрлĕхлĕ Раççей” партин политсовечĕн Елчĕкри уйрăмĕн ятарлă призне тивĕçнĕ. Турнир ăнăçлă иртни Кивĕ Эйпеç шкулĕн администрацийĕ (директорĕ А.Чермаков) тата тĕп спонсор – “Ритуал” предприяти (директорĕ Л.Григорьев) ăна лайăх ха-тĕрленнипе çыхăннă.


"Елчĕк Ен"
02 марта 2007
00:00
Поделиться