Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Сыхланакана Турă та упрать

Нацин пысăк пĕлтерĕшлĕ “АПК аталанăвĕ” проекчĕ пурнăçа кĕрсе пырать. Паян кашни ял çынни пĕлет: çак программа вĕсен пурнăçне тĕпрен улăштарма пултарать. Унпа килĕшÿллĕн, çĕршер хресчен кĕске вăхăтра кредит илме пултарчĕ.
Кунта нумай пулмасть çеç йĕркеленнĕ ял хуçалăх потребительсен кредит кооперативĕ “Яльчики - Согласие” те паллă вырăн йышăнма тивĕç. Унăн ĕçĕ-хĕлĕ, малашлăхĕ пирки кредит кооперативĕн правленийĕн председателĕ, “Чувашия - Поддержка” страхлакан компанин Елчĕк районĕнчи представительствин начальникĕ Александр Романович Федотов каласа парать.
– Хресчене укçа-тенкĕ енчен пулăшу кирлĕ. Банксем кредит уйăрса ĕлкĕреймеççĕ. Ăна илес тесен, тĕрлĕрен хутсем те нумай хатĕрлемелле. Çакна шута илсе, эпир ял хуçалăх потребительсен кредит кооперативне йĕркелерĕмĕр. “Яльчики - Согласие” кооперативĕн тĕп тĕллевĕсем – инвесторсене явăçтарса (вĕсем уйрăм çынсем те, организацисемпе предприятисем те пулма пултараççĕ) укçа-тенкĕ тупасси, уйрăм çынсене, фермер (хресчен) хуçалăхĕсене, ял хуçалăх предприяти-йĕсене заем парасси.
– Заема миçе çуллăха паратăр?
– Пĕр уйăхран пуçласа пĕр çула яхăн. “АПК аталанăвĕ” наци проекчĕ пурнăçа кĕрсе пынă май, унăн срокне 2 çула тăсрăмăр. Çак вăхăтра илнĕ укçа-тенке тавăрса пама пулатех. Заемпа тĕллевлĕ усă курас текенсем йышланчĕç. Хресчен укçа-тенкĕпе минераллă удобренисем, им-çам, кайăк-кĕшĕкпе ăратлă выльăхсем, техника туянать. Вăл пĕлет: патшалăх куншăн субсиди парса пулăшать. Çавăн пекех ял хуçалăх культурисене те пирĕн урлă страхлаççĕ.
– Кооператив членĕ пулма пурте пултараççĕ-и?
– Паллах. Кооператив правленийĕ патне ыйтупа тухмалла. Ыйтăва пăхса тухнă хыççăн кооператива кĕмелли обязательнăй тата пай взносĕсем тÿлемелле. Çапла вара хушма хуçалăх тытакан та, фермер (хресчен) хуçалăхĕ те, ял хуçалăх предприятийĕ те “Яльчики - Согласие” кооперативăн членĕ пулма пултараççĕ. Ăна Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствинче аккредитациленĕ те ĕнтĕ.
– Александр Романович, эсир “Чувашия - Поддержка” страхлакан компанин Елчĕк районĕнчи представительствин ертÿçи те. Çавăнпа çак компанин ĕç-хĕлĕ пирки чарăнса тăрсан аванччĕ те...
– “Чувашия - Поддержка” страхлакан компани ура çине тăни кăçалхи раштав уйăхĕнче 15 çул çитет. Çак тапхăрта вăл пысăк авторитет çĕнсе илчĕ. Ăна производствăпа управлени ĕç-хĕлĕнче пысăк çитĕнÿсем тунăшăн пĕтĕм тĕнчери “Пахалăхăн платина çăлтăрне”, бизнеса аталантарнăшăн, пулăшусем парассине лайăхлатнăшăн, çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртнĕшĕн “Пахалăхăн ылтăн çăлтăрне” парса чысланă. Çавăн пекех “Чувашия - Поддержка” страхлакан компани Агропромстрах тата Пĕтĕм тĕнчери кооператив тата страховани федерацийĕн “Аслă Атăл” ассоциацийĕсен (пĕрлешĕвĕсен) членĕ шутланни те унăн авторитечĕ пысăк пулнине туллин палăртать. Тата çакна та шута илмелле: “Чувашия - Поддержка” страхлакан компанин учредителĕсенчен пĕри – Чăваш Республикин Правительстви.
– Çапах та, унăн ĕçне туллин çутатни кирлех.
– “Чувашия - Поддержка” страхлакан компани ял хуçалăх аталанăвĕшĕн, малашлăхĕшĕн тăрăшакан тытăм. Вăл туса илекен ял хуçалăх продукцине страхлассипе ĕçлет. Чи малтанах, эпир районти 25 ял хуçалăх предприятийĕпе ял хуçалăх культурисене страхламашкăн килĕшÿсем тунă. Вĕсене чылай çăмăллăхсем паратпăр. Сăмахран, страховани тÿлевне тÿлеме укçа-тенкĕ çителĕксĕр пулсан, заем парса субсиди илме пулăшатпăр. Çавăн пекех “Чувашия - Поддержка” страхлакан компани иртнĕ çулхи раштав уйăхĕнчех страховани тÿлевĕшĕн хуçалăхсене субсиди парса татнă.
“Чувашия - Поддержка” страхлакан компани хăйĕн пулăшусен шайне, виçине ÿстерсех пырать – пурĕ страхованин 21 тĕсне пурнăçа кĕртнĕ. Эпир фермăсене, ытти çуртсене страховани тăватпăр. Акă, кăçал юр вăйлă çунине пула “Победа” хуçалăхра тырă упрамалли арккăллă склад ишĕлсе анчĕ. Вĕсем тÿрех пирĕн пата ыйтупа тухрĕç. Халĕ пирĕн компани вĕсен ыйтăвне тивĕçтерес енĕпе ĕçлет.
Çавăн пекех “Чувашия - Поддержка” страхлакан компани выльăх-чĕрлĕхе, çурт-йĕре, ытти пурлăха, транспорт хатĕрĕсене, автотранспорт хуçисен гражданла яваплăхне (ОСАГО) страхлассипе те ĕçлет. Акă, хальхи вăхăтра “Юратнă çурт” акци пырать. Вăй хурса çĕкленĕ çурт-йĕре çут çанталăкăн тĕрлĕ инкекĕсенчен страхлатпăр. Тивĕçлĕ документсене тăратсан, пĕтĕм тăкаксене кĕске вăхăт хушшинчех саплаштаратпăр.
Çавăн пекех ĕнесемпе лашасене 20 пин тенкĕлĕх страхлатпăр. Страховани тÿлевĕ те пысăках мар – 1120 тенкĕ анчах. Çапах та çакна асăрхаттарасшăн: хăш-пĕр хуçалăхсем документсене вăхăтра хатĕрлесе памаççĕ, уйрăмах 2-СХ, 29-СХ йышши отчетсене. Çавăнпа субсидисем, тĕрлĕ тÿлевсене илес вăхăт чылай тăсăлать. Малашне çакна шута илесчĕ.
– Александр Романович, ытти страхлакан компанирен сирĕн патра куçсан, çăмăллăхсем сыхланса юлаççĕ-ши?
– Паллах. Уйрăм çынсем те, хуçалăхсем те ытти компанисенче пулнă çăмăллăхсемпе пирĕн патăрта та туллин усă кураççĕ. Çавăнпа кулянса ÿкме кирлех мар. Çыхăну тытас тесен, эсир пирĕн пата килме пултаратăр. “Чувашия - Поддержка” страхлакан компанин представительстви райпо правленийĕн çурчĕн 2-мĕш хутĕнче, çак адреспа вырнаçнă: Елчĕк ялĕ, Беляев урамĕ, 9-мĕш çурт. Çавăн пекех пирĕн компанин агенчĕсем патне те тĕрлĕ ыйтупа тухма пулать. Хальлĕхе пирĕн 14 агент ĕçлет. Малашнехи тĕллев – кашни ялтах çынсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтересшĕн, агентсен йышне ÿстересшĕн. Çавăнпа пултаруллă, пуçаруллă çынсене хамăр пата ĕçлеме чĕнесшĕн.
Калаçăва вĕçленĕ май, районти хĕр-арăмсене, чипер хĕрсене çывхарса килекен уяв ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп, пурнăçра та, ĕçре те ăнăçу çеç сунатăп. Сывлăхлă пулăр!


"Елчĕк Ен"
02 марта 2007
00:00
Поделиться