Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Прививка тумаллах

Хĕрлĕ шатра – сывлăш урлă сарăлакан вирус чирĕ. Вăл ытларах хĕллехи-çурхи тапхăрта анлă сарăлать. Уйрăмах 2-10 çулхи ачасем аптăраççĕ. Унпа чирлесен ÿт температури ÿссех каймасть, çапах та çÿлти сывлав çулĕсем шыçаççĕ, лимфа парĕсем ÿсеççĕ, унтан вĕтĕ шатрасем пĕтĕм ÿт тăрăх сарăлаççĕ.
Хĕрлĕ шатра чирĕ сыввисене ерет. Калаçнă, ÿсĕрнĕ тата сунасланă чухне вируссем сывлăша сирпĕнсе тухаççĕ. 7-21 кунтан чир паллисем палăрма пултараççĕ. Ачасем çак чире çăмăллăн ирттереççĕ. Чирĕ те вăраха пымасть – 4-5 кунтанах сывалаççĕ. Анчах çитĕннисем унпа чирлесен, вĕсен ÿт температури ÿсме, лимфа парĕсем, мышцăсем ыратма, сыпăсем шыçăнма пултараççĕ. Çие юлнă хĕр-арăмсемшĕн çак чир питĕ хăрушă, уйрăмах пулас ача 12 эрнене çитиччен. Хĕрлĕ шатра вирусĕ пулас ача организмне лексен пепке тĕрĕс мар çитĕнет: куçсем, хăлхасем, тĕп нерв системи, апата ирĕлтерекен, шăк кăларакан органсем, чĕре сиенленеççĕ.
Чирленĕ ачана сыввисенчен уйăрмалла. Шатра тухнă кунтан пуçласа 7 кун хушши шкула е ача садне ямалла мар. Ăна консультацине, фельдшер е врач патне илсе кайма та юрамасть. Мĕншĕн тесен вăл ыттисене ертме пултарать, врача е фельдшера киле чĕнмелле. Шкулта, ача садĕнче шатрапа чирлеççĕ пулсан, юлашки ача чирленĕ хыççăн 21 кун хушши çак коллектива унпа чирлемен, прививка туман çĕнĕ ача илме юрамасть. Çавăн пекех коллективра мероприятисем ирттермелле мар.
Халĕ ачасене хĕрлĕ шатрапа чирлесрен прививкăсем тăваççĕ. Пĕрремĕш хут ача 12 уйăх тултарсан, тепĕрне 6 çула çитсен тăваççĕ. 2007 çулта халиччен хĕрлĕ шатра чирĕпе чирлемен тата прививка туман 8-14-ри ачасене тата 18-25 çулти хĕрарăмсене (пурĕ 2051 çын) прививка тумалла. Çак ÿсĕмри хĕрарăмсен прививка тутарассинчен пăрăнса юлмалла мар.
Хĕрлĕ шатра чирĕпе пирĕн районта нарăс уйăхĕнче 16 ача чирленĕ.


"Елчĕк Ен"
02 марта 2007
00:00
Поделиться