Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Чемпион призĕсемшĕн

Пирĕн ентеш, Тип Тимешре çуралса ÿснĕ Юрий Карпов – кире пуканĕ йăтас енĕпе палăрнă спортсмен. Вăл СССР спорт мастерĕ, Чăваш Республикинчи кире пуканĕ спорчĕн федерацийĕн председателĕ, Раççей чемпионĕ, СССР чемпионачĕн виççĕмĕш призерĕ. 2005 çулта ветерансем хушшинче тĕнче чемпионĕн ятне тивĕçнĕ.
 
Нарăс уйăхĕн вĕçĕнче Курнавăшри культурăпа кану центрне Ю.Карпов призĕсене çĕнсе илессишĕн республикăри ăмăртăва курма халăх йышлă пуçтарăнчĕ. Спортсменсене район пуçлăхĕ Н.Миллин, Курнавăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Кузьмин, “Урожай” ирĕклĕ спорт обществăн республикăри совечĕн председателĕн çумĕ П.Сидоров тата ыттисем саламларĕç. Вĕсем районта кире пуканĕн спорчĕ çĕнĕрен аталаннине палăртрĕç. Юлашки виçĕ çулта 12 çамрăк спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне тултарнă. Денис Семенов (Çĕнĕ Пăва) темиçе хутчен те республика чемпионĕ пулнă. Кĕçĕн Таяпари Е.Козлова Раççей чемпионĕ пулса тăчĕ. О.Маликова (Курнавăш) Раççейре иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Елчĕк район команди республикăри шкул ачисен спартакиадинче кăçал пуçласа çĕнтерчĕ.
Хальхи ăмăртура маларах асăннă спортсменсемсĕр пуçне хăйсен виçисенче Н.Смирнова, Д.Кудряшов, А.Григорьев, А.Ловкин (Курнавăш), С.Елисеев, С.Соловьев, Д.Казаков (Кивĕ Эйпеç), В.Купташкин (Хăвăлçырма), О.Николаев (Елчĕк) çĕнтерчĕç.
Вăтам шкул командисен тупăшăвĕнче Курнавăшсем çĕнтерчĕç. Тĕп шкулсен ушкăнĕнче – Хăвăлçырмасем. Кивĕ Эйпеçсен иккĕмĕш вырăнĕ – пысăк çитĕнÿ. Мала тухнă спортсменсем дипломсене, призсене тивĕçрĕç. Вĕсене Ю.Карпов хăй çирĕплетнĕ. Кунсăр пуçне А.Козлова тата С.Соловьев, абсолютлă виçере çĕнтернĕскерсем, Курнавăш ял тăрăхĕн ертÿçи В.Кузьмин çирĕплетнĕ призсене алла илчĕç. Ăмăрту ирттерме вырăнти предприниматель Ю.Смирнов пысăк пулăшу пачĕ.


"Елчĕк Ен"
02 марта 2007
00:00
Поделиться