Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Чăвашăн идеалĕ

Тăван районăмăр кăçал 80 çул тултарать. Пĕр вăхăталлах, кĕркунне, паллă академикăмăр – Геннадий Никандрович Волков та “тантăшĕпе” хăйĕн юбилейне паллă тăвĕ.
 
Ĕмĕрĕпех алла пуртă-пăчкă тытакан кашни платник ăста иккенне пĕлтермест. Дипломлă хăш-пĕр инженер, повар хăйĕн профессине тивĕçтермессе пултараççĕ.
Кирек мĕнле çынра амăшĕ пиллени, çут çанталăк парнелени, е Турă пани пулмалла, çаксене “шута илсе” пулас профессине суйласа илмелле пек туйăнать. Чунра пуррине ирĕке кăларса, пултарулăха çирĕплетсе “тăвалла пулсан та – малалла” утсан – пурнăçра ăнăçу пулатех.
Кашкăрсен йăхĕнчен тухнă Хунаш (ятне тишкерĕр!), пă-хсамăр, тĕнче шайĕпе хунаса сарăлнă. Хăй вăхăтĕнче Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физикăпа математика факультетне пĕтернĕскер, шутлав предметне тăватă çул çеç вĕрентнĕ. Ахăртнех кăмăл-туйăм ыйтни урăххи пулнă-тăр унăн: вăл пачах математикăна “хирĕçле” ăсталăха – этнопедагогикăна – ăша хывать. Пĕтĕм пурнăçне халиччен никам ури ярса пусман çак анлă та вĕçĕмсĕр уйра ырăлăх вăрлăхĕ акать, çитĕнтерет. Чăвашсен çичĕ пилне – сывлăх, ăс-тăн, ĕç, тăванлăхпа атте-анне, туслăх, тĕрĕслĕх, чыс – мĕнпур хайлавĕнче тĕпе хурать.
Геннадий Никандрович должноçĕпе те, ĕçĕсемпе те, ячĕ-сумĕпе те пысăк çын. Анчах унпа тĕл пулса калаçатăн та – тĕлĕнетĕн: мĕн чухлĕ сăпайлăхпа управлăх, тараватлăхпа ăшпиллĕх! Кашни курнăçмассерен, пуçласа тĕл пулнă пек, унăн пуплевне итлес-тăнлас килет. Чĕринче ашшĕ-амăшĕнчен куçнă çынлăх сĕткенĕ пурах. Ăс-хакăл çĕкленÿлĕхĕсĕр, чун-чĕре илемĕсĕр, шухăшсемпе ĕмĕтсен тасалăхĕсĕр малашлăх тĕксĕм пулнине куллен çирĕплетет 80 çула çывхаракан ентешĕмĕр.
Иксĕлÿсĕр паха енсем сăмахлăха çырăнса çĕр çинчи тĕрлĕ халăх патне çитнĕ. 1946 çулта кун çути курнă “Манăн асанне” калавпа унран 60 çул “кĕçĕн” “Ăс-хакăл çутлăхĕ” (2006 çул) кĕнеке те, – вĕсем хушшинче çĕршер издани, – халăхлăх, çынлăх, пархатарлăх, ырă кăмăллăх, юрату тĕслĕхĕсемпе çыхăнса тăраççĕ.
Çÿлерех каланине кĕскен çапла пĕтĕмлетме пулать: Геннадий Никандровичăн кăмăл-сипет пахалăхĕсем кашнине кирлĕ кĕнекене çырăнаççĕ. Ырă алăран ырă çимĕçех пиçет çав.
Тÿпине кура сумлăхне те тивĕçнĕ вăл. Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ, Елчĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕ. Раççей, Германи, Кăркăсстан, Саха-Якути, Калмăк патшалăхĕсен наградисем те академикăн тунă ĕçĕсен калăпăшне çирĕплетеççĕ.
Е тата, хамăра эпир, чăвашсем, чăвашлах калаçатпăр тетпĕр те, çапах тимлĕн итлетĕн те – темĕн чухлĕ çÿп-çап. Ку тĕлĕшпе вара Геннадий Никандровичран вĕренмелли пурах. Пурин те! Çÿлти шайри пуçлăхсемпе те вăл тăван чĕлхемĕрпе, хăйне мăнна хумасăр, сассине пачах хăпартмасăр сăмахлать.
Кашкăр Хунахи пĕтĕм енĕпе тĕслĕхлĕ. Идеаллă çын çук теççĕ те, апла пулин те, хисеплĕ ентешĕмĕре чăваш идеалĕ теессĕм килет. Хăй суйласа илнĕ анана малалла та шанчăклăн сухалама çирĕп сывлăх пултăрах ăна.


"Елчĕк Ен"
02 марта 2007
00:00
Поделиться