Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ĕç сыхлавĕпе

Раççейĕн Ĕç кодексĕнче, ĕç сыхлавĕн саккунĕсенче юлашки вăхăтра тĕрлĕрен улшăнусем сахал мар пулчĕç. Çавăн пекех ĕç сыхлавĕн докуменчĕсене те тивĕçлипе йĕркелесе пымалла. Çакна шута илсе, нарăс уйăхĕн вĕçĕнче район администрацийĕн ларусен пĕчĕк залĕнче пуçласа “Ĕç сыхлавĕн районти чи лайăх специалисчĕ” конкурс иртнĕ.
Ăна Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин районти социаллă хÿтлĕх пайĕ, район администрацийĕ, ял хуçалăх пайĕ, профсоюзсен координаци канашĕпе ĕçпе тивĕçтерекенсем йĕркеленĕ. Конкурса районти промышленноçпа ял хуçалăх предприятийĕсенче тăрăшакан ĕç сыхлавĕн инженерĕсемпе специалисчĕсем хутшăннă. 15 специалист ĕç сыхлавĕн саккунĕсене, докуменчĕсене тĕпчессипе, ĕç вырăнĕсенчи ĕç условийĕсене лайăхлатассипе, аттестацилессипе тĕрлĕрен инструкцисем хатĕрлессипе тата ытти енĕпе хăйсен пĕлĕвĕсене тĕрĕслерĕç. Кунта НПО “Промсервис” ЗАОри Н.Григорьева çитекенни никам та пулмарĕ – вăл 25 балл пухма май пур çĕрте пĕрне те çухатмарĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене “Труд”, “Комбайн” ял хуçалăх производство кооперативĕсенчи В.Сапожниковпа Г.Ильин йышăнчĕç. Н.Григорьев республикăри конкурса хутшăнать.


"Елчĕк Ен"
02 марта 2007
00:00
Поделиться