Юсавлăхне тĕрĕслĕр
Елчĕк районĕнче кăçалхи çул 3 пушар тухнине регистрациленĕ, пĕлтĕрхинчен виçĕ пушар сахалтарах, вĕсен тăкакĕ 59 пин тенкĕпе танлашнă, иртнĕ çулхи пушарсен тăкакĕ вара 127 пин тенкĕ пулнă. Тĕрлĕрен каланкасене усă курнă вăхăтра пушар хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнманнипе тата юсавсăр кăмакасемпе мăрьесенчен тухнă пушарсем 2 пулчĕ.
Акă, нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче Çĕнĕ Пăвари Зайцевсен хуçалăхĕнче пушар тухнă. Сăлтавĕ вара хутса тăрса кĕмелли мунча кăмакин мĕрчине тимĕр трубаран тунинче. Çапла мĕрчене хĕрлĕ кирпĕчрен тума ỹркенни, хуçалăха кĕске вăхăтра чутах тĕплемерĕ. Ял халăхĕпе пушар хурал ĕçченĕсем тăрăшнипе кăна вут-çулăма çуммăнах вырнаçнă кỹршĕри хуçалăхсем çине сарăлма паман.
Пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче Аслă Шăхалĕнчи Жаровсен хуçалăхĕнче пушар пулчĕ, мунча юрăхсăра тухрĕ. Сăлтавĕ - мунча кăмакин мĕрчи юсавсăр пулнинче.
Пушар хăрушсăрлăх йĕркесем тăрăх пĕтĕм кăмака мĕрчисене хĕрлĕ кирпĕчрен кăна тума юрать, йывăç мачча хăмисем витĕр тухнă вырăнта мĕрчен пĕр енĕн хулăннăшĕ 25 сантиметртан сахал мар пулмалла тата вĕсене вăхăтрах тĕрĕслесе, хăрăмран тасатса, юсаса тăмалла, маччара тăмпа хăйăрлă растворпа сăтăрса шуратсах тăмалла. Хисеплĕ кил-хуçисем! Хăвăр хуçалăха малашне те упраса тата лайăхлатса пырас тесессĕн, тархасшăн каланка мĕрчисене алюминии е тимĕр трубасенчен ан тăвăр, ун пеккисене кĕске вăхăтрах кирлĕ пек туса хурăр.
Çулталăк пуçланнăранпа электричество вăйĕпе ĕçлекен приборсемпе тĕрĕс усă курманнипе, вĕсем юсасăр пулнипе пĕр пушар пулчĕ.Нарăс уйăхĕн 24-мĕшĕнче Таяба Энтри ялĕнчи Смирновсен хуçалăхĕнче "хĕрлĕ автан" хуçаланчĕ. Çак пушар электричество пралукĕ юрăхсăр пирки тухнă.
Электричествăран пушар тухмалли сăлтвсем нумай. Плафонсăр лампочкăсем вăрах вăхăт çутса тăмалла мар, пралуксем кивелсе юрăхсăра тухнине тĕрĕслесех тăмалла. Электричество пралукĕсене юрăхлипе юрăхсăррине ятарлă приборпа тĕрĕслеттерме пулать. Çакна тума кил хуçин пултаруллăхĕ çеç кирлĕ. Хуçалăхсенче электричество пралукĕсене ятарлă приборпа тĕрĕслес тĕлĕшпе ООО "Шанс" ĕçлет.
"Елчĕк Ен"