Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Елчĕксемпе кам вăй виçейĕ?

Чăваш наци кĕрешÿ мелĕпе вăй виçме юратакансем тăватă районтан Çĕнĕ Шупашкарти Спорт çуртне пуçтарăннă. Елчĕксем спортăн çак çĕнĕ мелĕпе кĕрешессине алла илни хальхинче те палăрнă. Команда çирĕппĕнех пĕрремĕш вырăна тухнă. Ăмăртăва хутшăннă çамрăк кĕрешÿçĕсем пурте чемпионсем е призерсем пулса тăнă.

Аслă Елчĕк çамрăкĕсем А.Мольков, А.Шаков, В.Вастулов, Д.Волков, Елчĕкри Ю.Викторов, Д.Васильев, А.Михайлов, Н.Соколов, Кĕçĕн Таяпари А.Голубев хăйсен ÿсĕмĕсенче тата виçисенче республикăри турнирта мала тухма пултарнă. Иккĕмĕш вырăна Э.Адюков, Г.Обручков (Аслă Елчĕк), В.Медведев (Елчĕк), А.Титов (Кĕçĕн Таяпа), виççĕмĕш вырăна А.Изосимов, А.Морозов (Кĕçĕн Таяпа) йышăннă.



"Елчĕк Ен"
28 февраля 2007
00:00
Поделиться