Çынсем аякка пăрăнмаççĕ
Çĕнĕ Пăвари культура çуртĕнче граждансен пухăвĕ пулса иртрĕ. Ял çыннисем умĕнче Курнавăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Кузьмин отчет туса пачĕ.
Ял тăрăхĕнче 1010 хуçалăх, 2998 çын пурăнать. Вăл çичĕ яла пĕрлештерсе тăрать. Вĕсен шутĕнче ял хуçалăх кооперативĕсем 4, фермер хуçалăхĕсем 8, шкулсем 3, ача сачĕсем 3, лавккасем 13, çăкăр пĕçерекен 1, сĕт пуçтаракан 7 уйрăм харпăрлăх тытакансем, культура çурчĕсем 3, 3 вулавăш (иккĕшĕ тĕслĕх библиотека).
Икĕ культура çуртне çут çанталăк газĕпе хутса ăшăтаççĕ. Вырăскассинчи культура çуртне газ кĕртес енĕпе ăшталанаççĕ халĕ. Монтаж ĕçĕсене пурнăçланă, анчах тăхăр çул хутăнман çуртра ĕçлемелли пайтах, ăшă пăрăхĕсене веçех çĕнĕрен улăштармалла иккен.
Мĕнпе асра юлнă-ха иртнĕ çул ку тăрăхра? Владимир Ильич отчетлă тапхăрта пурнăçланă ĕçсем пирки тĕплĕ чарăнса тăчĕ. Чи малтанах Вырăскассинче тĕслĕх библиотека уçнине палăртрĕ вăл. Ял халăхĕ те ку ырă пулăмран аякка пăрăнса юлман. С. Медведев, Л. Леонтьев, В. Леонтьев, В. Леонтьева, Е.Кудрявцев, Г.Александров, Н. Иванов библиотекăна çĕнĕ тĕс кĕртме сахал мар укçа-тенкĕ парса пулăшнине ырăпа аса илчĕ. Çĕнĕ Пăвара та пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне уçнă çĕрте ял-йыш кар тăрса ĕçе пикеннĕ. Юсав ĕçĕсем пурнăçлама Ю. Титов 57 пин, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ К. Мифтахутдинов 28 пин, “Чăвашагролизинг” ОАО генеральнăй директорĕ А. Ласточкин 10 пин, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ, “Елчĕк ен” ентешлĕхĕн ертÿçи О. Викторов, В. Ертмаков, В. Ефимов 5-шер пин, А. Мясников, Ю. Смирнов, А. Ижедеров, А. Гладков, Г. Лапшин, В. Волков, В. Кутузов, И.Зайцев предпринимательсем, Мударисовсен çемйи укçа-тенкĕпе пулăшнă. Çавăн пекех кашни çемье 200-шер тенкĕ панă. “Врач офисĕ хамăршăн”, – тенĕ вĕсем пĕр шухăшлăн. Халиччен хупă тăнă ача сачĕ шăпăрлансен сассипе тулни те савăнтарать.
Çакна палăртмалла: Курнавăш тăрăхĕнчи халăх ял культуришĕн нумай тăрăшать, паянхи кун таппипе утать. Хăтлă та пысăк çуртсенче пурăнать ял çынни. Кил-çурт çавăрасси вара нихăçан та çăмăл пулман. Халĕ пушшех те строительство материалĕсем питĕ хаклă. Çапах та алă усмасть хресчен. Укçа-тенкĕне вара юхăннă хуçалăхра ĕçленипе пухаймăн. Ытларах килти хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх нумай усрать, çĕр çинче пахча çимĕç çитĕнтерет. Ку тăрăхра пурăнакансем севок, кишĕр туса илме вĕренсе çитнĕ. Иртнĕ çул хушма хуçалăха аталантарас тĕллевпе ку тăрăхри ĕçчен халăх 8 миллион тенкĕ ытла кредит илнĕ. 2-3 ĕне выльăх çеç мар, 4-6 пуç усракансем йышланса пыни савăнтарать. Ĕçлеме ÿркенмен çынна паян патшалăх та пулăшма тăрăшать.
Масарсене тирпейлĕ тытасси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ кунта. Пĕлтĕр Вырăскасси масарĕ йĕри-тавра ял çыннисемпе сетка тытнă, Курнавăшра вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăка тĕпрен юсанă, выльăх масарне йĕркене кĕртнĕ, Кĕçĕн Шăхаль ялĕн масарĕнче пÿрт туса лартнă. Кунта А.Федоров депутат пуçаруллă пулнине палăртмалла. Масарсене тирпей-илем кĕртнĕ çĕре сулăм укçипе усă курнă. Иртнĕ çул 44300 тенкĕ пуçтарăннă вăл. Кăçал масарсене тирпей-илем кĕртесси çине тата пысăк тимлĕх уйăрма палăртнă.
Отчета сÿтсе явса Çĕнĕ Пăва шкул директорĕ Д. Горшков, пĕтĕмĕшле практика врач офисĕн медсестри П. Миронова тухса калаçрĕç. Граждансен пухăвне район администрацийĕн экономикăпа пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн ертÿçи Л.Чернова, район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп зоотехникĕ В.Васильева хутшăнчĕç, сăмах каларĕç.
"Елчĕк Ен"