Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çĕнĕ шăпăр çĕнĕлле шăлать

2005 çулхи ял хуçалăх çулталăкне те 1 миллион та 625 пин тенкĕ тăкакпа вĕçленĕ “Була” ял хуçалăх производство кооперативĕн шанчăк тăрса юлманпа пĕрехчĕ. Панкрута тухма патнех çитнĕ хуçалăх тилхепине Николай Головин предприниматель алла илмен пулсан кунта яланах ĕçлесе пурăннă 65 çын тата ĕмĕр тăршшĕпе çак хуçалăхра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ял халăхĕн шăпи мĕнле пулнă пулĕччĕ?
“Була” хуçалăха реорганизацилесе “Победа” ял хуçалăх производство кооперативне йĕркелесе янăранпа кăçалхи отчетлă пуху кунĕ, нарăсăн 20-мĕшĕнче, шăпах 1 çулталăк тулчĕ. Район пуçлăхĕ Н. Миллин тĕрĕс палăртать, çак кĕске тапхăрта тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем тума çук. Анчах хуçалăх вăй илсе чĕрĕлни, малалла ăнтăлни, аталанас тени куç умĕнче. Тепĕр самант – хуçалăх производствинче тăрăшакансемшĕн, миçе çултанпа вăхăтлă ĕç укçи илсе курайман-скерсемшĕн, паянхи пĕчĕк улшăнусем те чуна савăнăç кÿреççĕ. Шалăва ÿстерме май тупни, пай çинче ĕçленĕшĕн çителĕклĕ таранах утăпа тивĕçтерни те хавхаланса ĕçлеме хистет.
Çĕнĕ хуçалăхăн çĕнĕ ертÿçи Н. Головин ĕç вырăнĕнче малтанхи кунранах пысăк чăрмавсемпе тĕл пулнă. Паллах, çакна вăл малтанах пĕлсе, курса тăнă. Ĕне выльăхсене тăрантарма, тĕрĕссипе, улăм та çитмен. Сенаж, силос шăтăкĕсем çурма пушă. Çу тапхăрне тухасси вара чĕвен тăрса пăхсан та курăнман. Ертÿçĕн теветкелĕхне пула йывăрлăхсене çĕнтерме, пурпĕрех май тупăннă. Ытти хуçалăхсемпе калаçса татăлса улăм турттарнă, жом, жмых туяннă. Фермăри выльăх-чĕрлĕхе сивĕ хĕл кунĕ-сенче апатпа тивĕçтерес ыйту çивĕч тăнине пăхмасăр ĕне выльăхсен хисепне хăрамасăр ÿстернĕ. Халĕ фермăра пурĕ 186 пуç мăйракаллă шултра выльăх. Иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан, вĕсен хисепĕ 33 процент ÿснĕ. Выльăхсен продуктивлăхĕ те пысăк. 2005 çулта кашни ĕнерен 2433 килограмм сĕт сунă пулсан, отчетлă тапхăрти çак кăтарту 4071 килогрампа танлашнă. Çапла майпа кашни ĕнерен сĕт сăвасси 67 процент, пĕтĕмпе сĕт туса илесси 25 процент ÿснĕ. Мăйракаллă пĕр шултра выльăхран 174 килограмм ĕне ашĕ туса илнĕ. Çакă районти чи пысăк кăтарту.
Фермăри паянхи лару-тăрăва иртнĕ çулхипе танлаштараймăн. Чи малтанах, хĕл тапхăрне тĕплĕн хатĕрленнине па-лăртмалла. Пĕр условнăй выльăх пуçне 30 центнер апат еденици хатĕрленĕ. Унсăр пуçне, тутлăхлă апатсемпе – жомпа, жмыхпа анлăн усă кураççĕ. Сăвакан ĕнесен, мăйракаллă шултра ытти выльăхсене тулăх рационпа тăрантараççĕ. Хĕл тăршшĕпех коллектив куллен кашни ĕнерен 10-11 килограмран кая мар сĕт суса пыни çĕнĕрен йăл илнĕ хуçалăхшăн япăх мар кăтарту.
– Сăвакан ĕнесен хисепне малашне тата ÿстерме кирлине ăнланатпăр. Паянхи кăтарту – кашни ĕнерен 4071 килограмм сĕт суни – чикĕ мар, кăçалхи тĕллев – 5000 килограмм сĕт сăвасси, – тет Н. Головин.
2005 çулта пысăк тăкаксем тÿснĕ хуçалăхшăн иртнĕ ял хуçалăх çулталăкĕнче 771 пин тенкĕ таса тупăш илни те пысăк çитĕнÿ. Хуçалăх кассине чи нумай укçа сĕт туса илнинчен пырса кĕнĕ – 1 миллион та 733 пин тенкĕ. Сĕт туса илни кирек хăçан та тупăш кÿрет. Республикăри малта пыракан хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессинче çĕнĕ технологисене анлăн ĕçе кĕртеççĕ. Ку чухне вĕсенче паянхи пурнăç шайне тивĕçтермелли оборудованисем вырнаçтараççĕ. “Победа” хуçалăх та кăçал ĕне ферминчи ĕçе çĕнĕлле йĕркелесе яма палăртать: ĕнесене ятарлă залра сумалли, блоксенче кăкармасăр усрамалли реконструкци ĕçĕсене пурнăçлама палăртать. Ку чухне ĕç тухăçлăхĕ ÿсет, фермăри ĕç нумай çăмăлланать. Выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарма ку чухне “АПКна аталантарасси” наци проекчĕ пулăшать. “Победа” ял хуçалăх производство кооперативĕ ĕне фермине тĕпрен реконструкци тума, ăратлă пăрусем туянма шăпах наци проекчĕпе усă курса нумай çуллăха паракан çăмăллăхлă кредита пурĕ 16 миллион та 500 пин тенкĕ илме тĕллев тытнă. Фермăн реконструкци проектне, бизнес-планне хатĕрлесе çитернĕ. Малашне укçана алла илсе ĕçе пикенесси юлать.
Çĕнĕ, самай сумлă хак тÿлесе илнĕ “Енисей” комбайнпа ĕçлени тыр-пула вăхăтлă, тăкаксăр пухса кĕртме май панă. Ытти ĕçсене те кая юлмасăр пурнăçланă, анчах ÿсен-тăран отраслĕнчи ĕç-хĕл тивĕçтерменнине пытармарĕç пухура тухса калаçакансем. Туса илекен продукцин хăй хаклăхĕ мĕнле пулинине чи малти вырăна хунă вăхăтра ăна нумай туса илмелле, пысăк хакпа сутмалла.
Иртнĕ çул ял хуçалăх культурисем тухăçлă çитĕнейменнин сăлтавĕ – юхăннă “Була” хуçалăх 2005 çулхи кĕркунне пысăк лаптăкра çĕртме сухи туса хăварайманнинче те, паллах. Агротехника ыйт-нипе тĕплĕн пурнăçлама май килмен анасене акса хăварнă сахăр чĕкĕнтĕрĕпе кишĕртен ĕмĕтленнĕ чухлĕ тухăç илеймен.
Кăçалхи тыр-пул никĕсĕ мĕнле пулнине хальлĕхе татăклăн калама çук, паллах. Анчах хуçалăх иртнĕ çулсенче тунă йăнăшсенчен хăтăлма тăрăшни сисĕнет. Кĕрхи суха ĕçĕсене вăхăтра тума ĕлкĕрсе пычĕ. Кĕр тыррисене 265 гектар çинче акса хăварнă. Пахча çимĕç акма-лартма тесе ятарласа хура пусă уйăрчĕç, ăна çу каçипех технологие çирĕп пăхăнса мĕнле кирлĕ çавăн пек ĕçлесе хатĕрленĕ.
Çур акиччен те вăхăт нумай юлмарĕ. Малашне выльăхсен хисепне тата ÿстерме палăртнине тĕпе хурса кăçал 80 гектартан кая мар лаптăкра кукуруза, пĕр çул тата нумай çул ÿсекен курăксене ытларах акса хăварма палăртаççĕ. Ял хуçалăх культурисен вăрлăхĕсем ака кондицине тивĕçтернĕ, анчах вĕсем пĕтĕмпех кивĕ репродукциллĕ. Выльăх-чĕрлĕхе тăрантарма ытлăн-çитлĕн апат никĕсĕ хывса хăварас тесен те агрономи службин çанă тавăрса ĕçлемелĕх пур.
Çур акире ĕçлеме механизаторсем çителĕклĕ, хальхи вăхăтра вĕсем пикенсех юсав ĕçĕсене пурнăçлаççĕ. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем туянаççĕ.
Отчетлă пуху ĕçне район пуçлăхĕ Н. Миллин, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Рыбкин хутшăнчĕç. Район пуçлăхĕ Н. Миллин пуху ĕçне пĕтĕмлетсе сăмах каларĕ


"Елчĕк Ен"
27 февраля 2007
00:00
Поделиться