12:00_ Эх, çăварни...

Cирĕн чỹречене пас тытнă
Хура чĕкеç ларса йĕр тунă.
Сирĕн хапхăр умне шур юр çунă,
Эпир те килсе йĕр тунă.
Хура çуна çапла пулать-и?
Пар ут кỹлмесĕрех шăвать-и?
Катас хăни çапла пулать-и?
Юрламасăр кăна чупать-и? - йĕс шăнкăравсене шăнкăртаттарса, лаша çилхисене çилпе вĕçтерсе, çăварни юррисене шăратса катас хăнисем ялтан яла çитрĕç иртнĕ вырсарникун. Тăрăм ял поселенийĕнчи ялсенче йăлана кĕнĕ тăрăх хĕлпе сывпуллашма, çуркуннене кĕтсе илме пуçтарăнчĕ ватти-вĕтти. Клубсен çуменчи пултарулăх ушкăнĕсем тăватă яла çитсе ĕлĕкхи йăла-йĕркепе иртекен çăварнин юлашки кунне чăн-чăн уява çавăрчĕç. Ял халăхĕ те хăйĕн хастарлăхне, чăвашăн авалхи сумлă уявне манманнине кăтартрĕ, катас хăни юррисене пĕр-пĕринпе ăмăртса аса илчĕ. Катемпине çунтарса чир-чĕртен тасални, пĕр-пĕринчен каçару ыйтса чун-чĕрене лăплантарни, çуллă икерчĕпе чей ĕçни - чăвашсен йăла-йĕркисем сăпайлă пурăнма хистенине аса илтерчĕç. ХĕрлĕÇыр, Тип Тимеш, Анатри Тимеш, Тăрăм ял халăхĕ çакăн пек хаваслă уяв туса панăшăн клуб ĕçченĕсене чунран тав турĕ.
Аслă çул хĕрринчи юпасене
Нумай шутла-шутла иртĕпĕр.
Кăçалхи çул катас чупнине
Нумай аса илсе çỹрĕпĕр...