Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Шута илеççĕ

Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн “Чăваш Республикинче çĕр лаптăкĕсене патшалăх кадастрне шута илес тата куçман пурлăх объекчĕсене патшалăх енчен шута илес ĕçе вĕçлес енĕпе хушма мерăсем çинчен” Указне пурнăçа кĕртес тĕллевпе районти кашни ял тăрăхĕнчех ятарлă комиссисем йĕркеленĕ, вĕсен планне хатĕрленĕ. Халĕ вара еткерлĕхе çирĕплетмен хуçалăхсене тата хуçасăр çуртсемпе çĕр лаптăкĕсене тупса палăртассипе ĕçсем пыраççĕ.

Районта 9480 хуçалăх шутланать. Вĕсене кашнинех тĕрĕсленĕ. Çавна май пушă 708 çурт пулнине, 1698 хуçалăх ектерлĕхе çирĕплетмен çурт шутне кĕнине палăртнă.

Çĕр е куçман пурлăхпа çыхăннă ыйтусене хускатса кашни ялтах халăх пухăвĕсем иртнĕ.

Районта хуçалăхсенче территори çĕр йĕркелĕвĕн проекчĕсене йĕркелес ĕç те пырать. Хальлĕхе 26 хуçалăхран 25 хуçалăх проект хатĕрленĕ, 13-шĕ кадастр учетне кĕнĕ, материалсене регистраци службине тăратнă.



"Елчĕк Ен"
16 февраля 2007
00:00
Поделиться