Маттур, Александр!
Çуллахи спорт сезонĕ уçăлнă ятпа çăмăл атлетсен кросĕнче, республикăри хăй çулĕсенчи ачасен, районти нумай-нумай ăмăртусенче... Пĕтĕмпе асăнса та пĕтерес çук.
Çăмăл атлетика енĕпе спорт разрячĕ тултарма питĕ йывăррине пурте ăнланаççĕ. Александр Аверьянов Атăлçи тăрăхĕнчи округри хăй ÿсĕмри атлетсен ăмăртăвĕнче, ытти спортсменсемпе тупăшса 1500 метра чупса 6-мĕш вырăна тухнă. Тепри çак вырăна пысăк тесе те хаклаймĕ. Анчах ăмăрту нумай спорт мастерĕсем, кандидачĕсем хутшăннине шута илсен Александр кăтартăвĕ районшăн питĕ лайăх кăтарту. Çăмăл атлетика енĕпе шкул ачи çитĕннисен 1-мĕш спорт разрячĕн нормативне тултарни район историйĕнче юлашки 10-15 çулта пулманччĕ-ха.
Ăмăрту итогĕсемпе А.Аверьянова Чăваш Республикин сборнăй команда йышне кĕртнĕ.