Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Хăрушлăх чакмасть

2006 çулта республикăра пурĕ 1517 пушар тухнине регистрациленĕ, тăкакĕ 33,8 миллион тенкĕпе танлашнă. Пушарсенче 136 çын вилнĕ, вĕсенчен 4 - çул çитмен ачасем, 64 çын суранланнă. 988 халăх хуçалăхĕн объекчĕсем тата пурăнмалли çуртсем, 26 техника хатĕрĕ, 521 тоннă выльăх апачĕ çунса юрăхсăра тухнă, 26 шултра мăйракаллă выльăх çунса вилнĕ, 807 çынна тата 318.9 миллион тенкĕлĕх пурлăха çăлса хăварнă.
Чылай чухне çак инкекрен хăтăлма май пурĕ Чи малтанах сыхă, тимлĕ пулни кирлĕĕ Пушар сăлтавсăр тухмасть, ытларах çынсен тимсĕрлĕхĕпе пулать. Акă, вут-кăварпа асăрхануллă пулманнипе - 596, электроприборсемпе электроустановкăсем юсавсăррипе - 413, кăмакасем юсавсăр тата вĕсемпе усă курнă чухне пушартан сыхланмалли йĕркесене пăснипе - 269, ачасем шăрпăкпа вылянипе - 52,  ỹсĕрсем пирки - 217, юриех тивертнипе - 101 пушар регистрациленĕ.
Елчĕк районĕнче 2006 çулта 28 пушар тухнине регистрациленĕ, вĕсен тăкакĕ 490443 тенкĕпе танлашнă. Пушарсенче 1 çын вилнĕ, 11 халăх хуçалăхĕн объекчĕсем тата пурăнмалли çуртсем, 4 техника хатĕрĕ, 7 тоннă выльăх апачĕ çунса юрăхсăра тухнă, 2 шултра мăйракаллă выльăх çунса вилнĕ.
Ял поселенисемпе илес пулсан: Елчĕк, Аслă Пăла Тимеш, Тăрăм, Курнавăш, Çирĕклĕ Шăхаль поселенисенче пушар шучĕсем чакнă, çак вăхăтрах Аслă Елчĕк, Лаш Таяба, Аслă Таяба тата Кĕçĕн Таяба поселенисенче - ỹснĕ. Çавăнпа та ял поселени пуçлăхĕсен ял халăхне пушар хăрушсăрлĕхĕн йĕркисене вĕрентмелле, пĕччен пурăнакан ватăсене кăмака, кивелнĕ электричество пралукĕсене юсама, улăштарма пулăшмалла. Хĕллехи вăхăтра урамсене юртан тасаттармалла. Пĕвесемпе кỹлĕсем тата шыв илмелли хатĕрсем патне пушар машинисем, ытти транспорт хатĕрĕсем пырса пĕр чăрмавсăр шыв илме кирлĕ майсем туса хумалла. Анчах та çак ĕçсене пурнăçа кĕртессипе нихăш поселенире те çителĕклĕ ĕçлени курăнмасть.


"Елчĕк Ен"
14 февраля 2007
00:00
Поделиться