Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

М.Скворцов воспитанникĕсен ÿсĕмĕсем

Пирĕн районти кире пуканĕ йăтакансем нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнчех пысăк çитĕнÿсемпе савăнтарнă. Кĕçĕн Таяпа шкулĕн 10-мĕш класĕнче вĕренекен Е.Козлова 1989 çулта çуралнă, тата унран çамрăкрах атлетсем хушшинче Калугăра иртнĕ Раççей ăмăртăвĕнче 60 кг çитичченхи виçере тупăшнă, 1-мĕш вырăн йышăннă (тренерĕ М.Скворцов).

Хăвăлçырма хĕрĕ, халĕ Курнавăш шкулĕнче пĕлÿ пухакан О.Маликова 70 кг виçере иккĕмĕш тухнă.

Çак кунсенче М.Скворцовăн тепĕр воспитанникĕ В.Семенов Пермь хулинче иртнĕ Раççейри ял хуçалăх институчĕсенче вĕренекенсен спартакиадинче 65 кг виçере 32 кг икĕ кире пуканне кăкăр çинчен 54 хутчен тĕртнĕ, сулахай тата сылтăм алăсемпе 43-шер хут сулласа йăтнă, çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Раççей спорт мастерĕн нормативне тултарма ăна 3 очко çеç çитмен.



"Елчĕк Ен"
09 февраля 2007
00:00
Поделиться