Йÿнĕ, таса
Малашне районти нумай автомашина унпа çÿреме куçĕ. Çак топливо йÿнĕ кăна мар, вăл çут çанталăка вараламасть. Малашне райадминистрацин, бюджет организацийĕсен автомашинисене çут çанталăк газĕпе çÿретмелле майлаштарĕç.
«Чăвашрегионгаз» ООО пĕрремĕш кварталтах Елчĕкре çут çанталăк газĕн заправка станцине вырнаçтарма палăртать.
"Елчĕк Ен"