Ирĕклĕхпе туслăх юрăçи
Библиотека ертÿçи И.Ермакова чи малтанах поэтăн пурнăçĕпе, творчествăри ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. Шкулти библиотекарь В.Ильина “Хусанкайăн сăввисене юратса вулатпăр” темăпа сăвăсен тишкерĕвне йĕркеленĕ. М.Афандеева (6-мĕш класс) “Эпир пулнă, пур, пулатпăр”, А.Малышкина (5-мĕш класс) “Çĕршывăмçăм, Чăваш çĕршывĕ”, А.Емельяновăпа, О.Рахмуллина (9-мĕш класс) “Натали кĕпе тĕрлет”, И.Базарновăпа М.Малышкина (7-мĕш класс) “Таня” поэмине, сăвăсене пăхмасăр каланă.
И.Ермакова библиотекарь “Çак янăравлă йĕркесем хăш сăвăран;” викторина ирттернĕ. Унта И.Базарнова (7-мĕш класс), Д.Краснов (7-мĕш класс), А.Емельянова (9-мĕш класс), М.Малышкина (7-мĕш класс), хастар хутшăннă. 1-3-мĕш классенче вĕренекенсем хушшинче П.Хусанкая халалланă юмахсен кунне йĕркеленĕ.