Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Киревсĕрлĕхе вырăн ан пултăр

Наркотиксем çын пурнăçĕнче киревсĕрлĕх хăварни пуриншĕн те паллă. Организма сиенлетни çеç мар, наркотиклĕ япаласем туянма укçа-тенкĕ те сахал мар кирлĕ. Хăрушă чире кайнă çын самантлăха тĕхем илессишĕн кил-çуртри пурлăха та сутса яма хатĕр. Вăрă, çарату çулĕ çине те час-часах тăраççĕ наркомансем.

Наркотик туянма укçа-тенкĕ тупас тесе çынна та пурнăçран уйăрма хатĕр. Чăнах та, хăш-пĕри пуç тавра çичĕ хут шутланă хыççăн киревсĕр пулăмран хăтăлма май тупать. Пирĕн тăрăхра наркотиксемпе сĕмсĕррĕн иртĕхекенсем палăрсах каймаççĕ, çапах та районти тĕп больницăра 2 çын шутра тăрать. Вĕсем тăван ене куçса киличчен ют çĕрте – пĕри Ульяновск тăрăхĕнче, тепри кăнтăр енчи республикăра пурăннă, çав вăхăтра наркотиксен серепине лекнĕ. Халĕ вара, киревсĕр пулăмран хăтăлнă пулин те, вĕсене тухтăрсем сăнасах тăраççĕ.



"Елчĕк Ен"
01 февраля 2007
00:00
Поделиться