Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Кăтартусем тăрăшса ĕçлеме хавхалантараççĕ

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕн 2006 çулхи кăтартăвĕсене эрне кун пулса иртнĕ канашлура пĕтĕмлетнĕ. Унта ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем, зоовет-специалистсемпе фермăсен заведующийĕсем, малта пыракан выльăх-чĕрлĕх пăхакансем хутшăннă. Тĕп ыйтусемпе район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп зоотехникĕ В.Васильева, районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен ветеринари станцийĕн начальникĕ А.Скворцов тухса калаçнă.

Канашлу ĕçне ял хуçалăх пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Н.Ильина ертсе пынă, пĕтĕмлетсе сăмах каланă.

Выльăх-чĕрлĕх патĕнче тăрăшакансен иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе савăнмалăх пур. Виçĕм çулхипе танлаштарсан, районĕпе аш-какай, сĕт туса илесси ÿснĕ. Пĕр ĕнерен 3863 килограмм, 2005 çулхинчен 773 килограмм ытларах сĕт сунă. Çакă юлашки çулсенчи чи пысăк кăтарту. Ĕнесен продуктивлăхĕ “Комбайн”, “Прогресс”, “Сатурн”, “Яманчурино” ял хуçалăх предприятийĕсенче уйрăмах пысăк. “Комбайн” хуçалăхра пĕр ĕнерен 6162 килограмм, “Прогресс” хуçалăхра 5251 килограмм сĕт сунă.

Мăйракаллă шултра выльăхсен, сыснасен талăкри ÿт хушаслăхĕ те пысăк. Мăйракаллă шултра выльăхсене самăртас тĕлĕшпе “Победа” хуçалăхпа танлашакан тупăнман. Сыснасене ÿт хуштарассипе “Прогресс”, “Эмметево”, “Комбайн” хуçалăхсем кăтартуллă ĕçленĕ.

Районăн вăтам кăтартăвĕпе танлаштарсан, 100 гектар çĕр пуçне 2 хут ытларах сĕт туса илнĕ. “Комбайн”, “Прогресс”, “Сатурн” хуçалăхсенче сĕт сутнинчен пысăк укçа пырса кĕнĕ. Пысăк продуктивлă ĕнесемшĕн Чăваш Республикин бюджетĕнчен паракан дотаци укçипе те, продукци туса илнине кура, асăннă хуçалăхсем нумай усă кураççĕ. “Труд”, “Свобода”, “Яманчурино”, “Родник”, “Рассвет”, “Победа”, «Кушкă» хуçалăхсем те малалла аталанмалли çул-йĕре суйласа илчĕç. Продукци туса илессине çулран-çул ÿстерсе пынăшăн вĕсем те патшалăхран уйăракан хушма укçана илме тивĕçлĕ. Малашне мăйракаллă шултра выльăхсене лайăх самăртса çитĕнтернĕшĕн те патшалăх дотаци уйăрма пулнине ырламалла.

“АПК” аталанăвĕ” наци проектĕнче выльăх-чĕрлĕх отрасльне васкавлăн аталантарасси çинчен палăртакан çул-йĕре 2007 çулта çирĕп тытса пыма палăртаççĕ районта. Фермăсене реконструкци туса çĕнĕ оборудовани вырнаçтарма пурĕ 75 миллион тенкĕ çăмăллатнă кредит илесшĕн.

Выльăх-чĕрлĕхе тĕрлĕ чир-чĕр ересрен сыхламалла, ку тĕлĕшпе пурнăçламалли мероприятисене кая юлмасăр, вăхăтлă туса ирттермелле. Паянхи кун кирлĕ пулакан вакцинăсене укçа-тенкĕ перекетлес тĕллевпе туянмасăр юлни тĕрĕс мар, паллах. Чирлĕ выльăхран паха продукци илеймĕн. Районти ветеринари станцийĕн начальникĕ А.Скворцов та çак шухăша палăртса калать.

Выльăх-чĕрлĕх продукчĕсене туса илессипе çулран-çул тухăçлă ĕçлесе пыракан акционерсен “Прогресс” обществин ертÿçи М.Разумов тата “Комбайн” хуçалăхри Кавалти ĕне фермин заведующийĕ А.Носов, канашлăва районти малта пыракан выльăх-чĕрлĕх пăхакансем хутшăннине шута илсе, хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа кăтартрĕç. Выльăх-чĕрлĕх отральне аталантарас ĕçре тăрăшакансен умĕнче Лаш Таяпари ветеринари участокĕн заведующийĕ П.Ермолаев тухса калаçни те вырăнлă пулчĕ.

2006 çулхи ĕçлĕ ăмăрту условийĕсемпе килĕшÿллĕн куçса çÿрекен ялава тата укçан премие акционерсен “Прогресс” обществи илме тивĕçнĕ. Кунта 100 гектар çĕр пуçнă 146 центнер аш-какай, 799 центнер сĕт туса илнĕ. Пĕр ĕнерен 5251 килограмм сĕт сунă, мăйракаллă шултра çамрăк выльăхсене талăкра 719-шар грамм ÿт хуштарнă. Аш-какай туса илессине 6 процент, сĕт туса илессине 20 процент ÿстернĕ. “Комбайн” хуçалăхри А.Носов ертсе пыракан Кавалти ĕне фермин коллективне пĕр ĕнерен 6162 килограмм сĕт сунăшăн, акционерсен “Прогресс” обществинчи Е.Дмитриева ертсе пыракан Патреккелти сысна фермин коллективне самăртма хупнă ушкăнри сыснасене талăкра 668-шар грамм ÿт хуштарнăшăн, 1 тĕп амаран 21 çура илсе çитĕнтернĕшĕн, пысăк кăтартусем тунă уйрăм ĕçченсене палăртса дипломсем, укçан премисем пани малашне вĕсене тăрăшарах вăй хума хавхалантарса тăрĕ.



"Елчĕк Ен"
01 февраля 2007
00:00
Поделиться