Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ял хуçалăхне - патшалăх пулăшăвĕ

Агропромышленность комплексĕн предприятийĕсенче халĕ хĕрÿ тапхăр – иртнĕ çулхи итогсене пĕтĕмлетеççĕ. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕ тĕп бухгалтерсен канашлăвне ирттернĕ.
Унта статистика отчечĕсене йĕркелессине, кăçал кĕске вăхăтлă тата инвестици кредичĕсене илмелли майсене тишкернĕ. Унсăр пуçне ял хуçалăхне патшалăх енчен пулăшмалли мерăсене, бухгалтери отчечĕсене хатĕрлемелли йĕркесене пăхса тухнă.
Канашлу ĕçне Чăвашстатăн ертсе пыракан специалисчĕ Л.Горшкова тата Перекет банкĕн Патăрьелĕнчи 4440-мĕш номерлĕ уйрăмĕн хушма офисĕн заведующийĕ А.Ефимов хутшăннă.


"Елчĕк Ен"
19 января 2007
00:00
Поделиться