Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ял çыннин ыйту нумай

Иртнĕ çулсенче республикăра кашни уйăхра пĕр-пĕр министерство кунне йĕркеленĕ. Унăн ертÿ-çисемпе специалисчĕсем района килсе хăйсем ĕçлекен отрасль çинчен ытларах чарăнса тăнă. Кăçал республикăра пĕрлехи информаци кунĕ йĕркелеме йышăннă. Республикăри тĕрлĕ министерствăсемпе ведомствăсен, районти предприятисемпе организацисен ертÿçисем хутшăннипе халăха информаци парассин кăлапăшĕ ÿсет. Юн кун пĕрлехи информаци кунне Чăваш Республикин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С.Петрова, федерацин налук службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçи А.Дергачев, “Чăваш-агролизинг” ОАО генеральнăй директорĕ А.Ласточкин, Чăваш Республикинчи “Чăваш кĕнеке издательстви” ПУП директорĕ, республикăри Журналистсен союзĕн председателĕ В.Комиссаров хутшăнни ăна туллирех йĕркелеме май панă.
Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С.Петрова, район пуçлăхĕн çумĕ И.Кузнецов тата районти ытти ертÿçĕсемпе специалистсем малтанах Елчĕк ял тăрăхĕн администрацийĕнче пулнă, унтан Елчĕкри тата Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсен коллективĕсемпе тĕл пулнă. Информаци кунĕн темисем “Ача çулталăкĕ” çинчен” тата “Чăваш Республикин 2007 çулхи бюджет политикин тĕп çул-йĕрĕсем” пулнă май хăнасем ытларах вĕсем çинче чарăнса тăнă. Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С.Петрова вĕрентÿпе воспитани ĕçĕпе интересленнĕ. Вăл пĕлтĕр Раççей Президенчĕн гранчĕсене çĕнсе илнĕ шкулсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Пурнăç педагогсем умне çĕнĕ тĕллевсем, требованисем кăларса тăратать. Икĕ шкула та информаци технологийĕн хатĕ-рĕсемпе туллин тивĕçтернĕ. Апла пулсан вĕсенчи кашни учителĕн компьютерпа ĕçлеме алăри пилĕк пÿрне пек пĕлмелле. Çакă ытти шкулсенчи педагогсене те пырса тивет. Уроксене пурин те компьютер технологийĕпе усă курса ирттермелле. Министр çумĕ реструктуризаци, ĕçсĕр тăрса юлнă учительсене ĕçе вырнаçтарасси пирки чарăнса тăнă.
Федерацин налук службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçи А.Дергачев тата район администрацийĕн финанс пайĕн ертÿçи Г.Анисимова “Комбайн” ял хуçалăх предприятийĕн ĕçченĕсемпе Кавалти культура çуртĕнче тĕл пулнă. Г.Анисимова пĕрлехи информаци кунĕн темисемпе тухса калаçнă. Ку ыйтăва анлăлатса А.Дергачев та тухса калаçнă, республикăри налук службин ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. Кунта та ыйтусем чылай пулнă. Юлашки вăхăтра районта халăх сывлăхне сыхлас ĕç улшăнса пырать. Пирĕн республика пилотлă регион шутланать. Сывлăха сыхлас ĕç малашне районти тĕп больницăра кăна никĕсленмест. Ку енĕпе врач офисĕсемпе, тĕп больницăн кăнтăрла выртса сипленмелли уйрăмĕсемпе усă курма тытăнчĕç. Чи йывăррисене тĕп больницăн талăкĕпе вырттаракан уйрăмĕнче сиплеççĕ. Вырăнти радио мĕншĕн ĕçлеменни пирки те ыйтусем пулчĕç. Кун пирки “Елчĕк ен” хаçатра пĕлтĕр те, кăçал та ăнлантарса çырнăччĕ. Çакна çеç каламалла: пирĕн район, республика ертÿçисенчен килмен сăлтавсене пула, пĕтĕм тĕнчери практика тăрăх пралуклă радио ĕмĕрĕ иртнĕ. Ун вырăнне эфир радиовĕ килет. Хальлĕхе вара район хыпарĕсене “Елчĕк ен” хаçата çырăнса вуласа пĕлме пулать.
ЗАГС пайĕн ертÿçи В.Спиридонова, “Чăваш кĕнеке издательство” ПУП директорĕ В.Комиссаров ушкăнĕ Лаш Таяпари учительсен коллективĕпе тĕл пулсан та ыйтусем сахал мар пулнă. Республикăран, районтан килнĕ хăнасем вĕсем çине тулли хуравсем панă.
Пĕрлехи информаци кунĕнче йĕркеленĕ ушкăнсем граждансене хăйсен ыйтăвĕсемпе те йышăннă.


"Елчĕк Ен"
19 января 2007
00:00
Поделиться