Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Алевтина Павловна - 65ре

Тăван районăмăр йĕркеленнĕренпе 80 çул çитнĕ çулталăкра çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче ĕçлесе чапа тухнă ентешĕмĕрсемпе пушшех мухтанас килет. Вĕсенчен пĕри, Курганта пурăнакан Алевтина Павловна Ларионова (Щипцова), кăрлачăн 21-мĕшĕнче 65 çул тултарать. Таяпа Энтри хĕрĕ хăйĕн кун-çулне пархатарлă ĕçре ирттернĕ.
Вăл 1964 çулта пединститутран лайăх вĕренсе тухнă хыççăн Свердловскри пединститут çумĕнчи аспирантурăра пĕлĕвне ÿстернĕ, 1969 çулта биологи наукисен кандидачĕ пулса тăнă. Ун хыççăн нумай çул Курганти пединститутра преподавательте тăрăшнă. Вăл 100 ытла наука ĕçĕ çырнă. А.П. Ларионова пĕтĕм халăхсем хушшинчи конференцисемпе канашлусен участникĕ, унăн тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн илнĕ наградăсем те сахал мар.


"Елчĕк Ен"
19 января 2007
00:00
Поделиться