«Транснефть» каллех ĕçлет
Европа çĕршывĕсене Беларуç Республикин территорийĕ урлă топливо çитерекен “Транснефть” каллех хĕрÿ ĕçе пуçăннă. Асăннă компанин вице-президенчĕ Сергей Григорьев пĕлтернĕ тăрăх, Брянск облаçĕнчи станци кĕçнерни кун ирхи 8 сехет те 22 минутра нефть уçлама тытăннă.
Унччентерех палăртнă хырçă укçине Беларуç пăрахăçлама килĕшнĕ.
"Елчĕк Ен"