Техникасар аталану сук
Малалла ăнтăлакан, ĕçлеме тăрăшакан ял хуçалăх предприятийĕсене çĕнĕ йышши техника туянма патшалăх пулăшать. Ку чухне ял хуçалăх машинисене лизинг мелĕпе, тĕрлĕ йышши çăмăллăхлă кредитсемпе усă курса туянма май пур. 2006 çулта районти ял хуçалăх предприятийĕсем çак майсемпе усă курса пурĕ 53 миллион тенке яхăнлăх техника туяннă. Çав шутран акционерсен “Прогресс” обществи – 13 миллион та 805 пин тенкĕлĕх, “Звезда” ООО – 15 миллион тенкĕлĕх.
Кăçал ял хуçалăх предприятийĕсем 30 миллион тенкĕлĕх техника туянма заявка тăратнă.
"Елчĕк Ен"