Эйпеç çырми тата Эйпеç çĕрĕ
Пирĕн ялта, Курнавăшра, Эйпеç çырми текен вырăн пур. Вăл Нĕркеç çĕрне каçса кайнă çĕрти çырма. Хăйĕн пуçламăшне уй-хирти пĕчĕк варсенчен Йĕкĕрчĕк, Хурăн çеремĕ текен таврашсенчен пуçлать те Кĕçĕн Пăла çырмине çитсе унпа пĕрлешет. Кунта авалтанпах çеремлĕ вырăн пулнă. Халĕ те, кĕтÿ çÿретме меллĕрен, ял çынни: “Аслă варсем выльăх апатĕнчен нихçан та аптраман” тенине илтме пулать. Аслă вар Курнавăш ялĕ пулсан та Вырăскасси сăртĕнчен пăхсан хăйне уйрăм пĕчĕк ял пекех курăнса ларать. Ялти çынсем кунта 1910 çултан вара куçа-куçа ларма пуçланă: Лапинсем, Логиновсем, Ивановсем, Ефимовсем, Цветковсем тата ыттисем те.
– Эп ас тăвасса кăна та-ха, – каласа парать Минюк аппа (М.Ф.Прохорова 1921 çулта Аслă варта çуралса ÿснĕ), – ку таврара питĕ пысăк çаранччĕ, йĕри-тавра сарă чечек куçа илĕртсе тăратчĕ. Ача-пăча чухне Эйпеç çырми таврашне вырăс суххи, ыраш кĕпçи тата тĕрлĕ чечексем татма çÿренисем халĕ те куç умĕнче...
Ĕлĕк-авал Эйпеç çырми леш енчи çĕре аякран килнĕ çынсем ака-суха туса илни пирки каласа паратчĕç ватă çынсем. Тара кĕрешнĕ тутар майрисем тетчĕç вĕсене.
Кам пулнă-ха вăл Эйпеç; Мĕншĕн ку çырмана çак ятпа чĕнсе калаççĕ текен ыйту мĕн ачаранах кăсăклантаратчĕ. Колхозăн пахча çимĕç уйĕ чылай çул Аслă вар енче вырнаçнăччĕ. Анне пахча çимĕç бригадинче ĕçлетчĕ те, эпир те ачаранах çум çумлама, çимĕçсене кăпкалатма çÿреттĕмĕр. Уй вĕçĕ шăпах Эйпеç çырмине тухатчĕ.
– Эйпеç çырми курăнма пуçларĕ, часах çумласа тухатпăр, – тетчĕ анне. Кун каçа хĕвел питтинче ĕçленĕрен ывăннă те ĕнтĕ, Эйпеç çырми тĕпĕнчи шаркакан тăрă çăл куçĕнчен чун каниччен сивĕ шывне ĕçнине те манман-ха.
Ял хушшинчи сăмахлăха тăнлас пулсассăн Эйпеç патша çарĕнчи çар пуçĕ пулнă çапăçура палăрнă. Çавăншăн патша ăна хăй ăçта çĕр илме кăмăл тăвать, çавăнта çĕр касса илме çирĕплетекен хут панă имĕш. Эйпеç шăпах эпир пурăнакан тăрăха, Эйпеç çырми леш енчи лаптăка суйласа илет. Халĕ вăл Çуткÿл çĕрĕ шутланса тăрать. Эйпеç çĕрĕнче манăн та пĕр çулхине тыр-пул акма хутшăнма тивнĕччĕ.
– Кунта 75 гектар çĕр акăнаканни, – тенĕччĕ В.Доброхотов агроном. Авалрах кунта Мăк кÿлли те пулнă иккен. Таврари ял çыннисем мăк кăларма кайнине аса илкелеççĕ-ха. Ку вырăна халĕ те, юшкăнпа хупланнă пулсан та, тăруках шыраса тупаятăн. Шурлăхлă та хăмăшлă вырăна кайăк кăвакалсем те, чарлансем те, тăрнасем те – ытти шыв-шур кайăкĕсем те йăва çавăраççĕ.
–Пулăхлă çĕрччĕ вăл Эйпеç çĕрĕ. Сахал мар ака-суха тума, комбайнпа тырă тĕшĕлеме тивнĕ мана. Комбайнсем халĕ Эйпеç çĕрне каçаççĕ те – якорь яраççĕ. Эйпеç вĕçертесшĕн мар пулĕ хăй арки çинчен, – тесе шÿтлереххĕн каласа панăччĕ мана Вырăскасси ялĕнче пурăннă В.И. Максимов (шел, иртнĕ вăхăтпа çырма тивет, йывăр тăпри çăмăл пултăр, алли-ури ылтăнччĕ) тăван колхозшăн чун-чĕрипе çунса тăракан çынччĕ вăл. Ун пек çынсене паян шыраса тупма йывăр.
Юлашки вăхăтра Эйпеç çĕрне çак ятпа хисепленекенсем те сайралансах пыраççĕ, чылай çĕрти пекех кунта хыт хура алхасать.
Пурăна киле çакнашкал вырăнсем те, çынсем пекех çĕр пичĕ çинчен çухалма тытăнни чуна пăшăрхантарать, тахçан пулнă пулăмсемпе çынсем пирĕн кун-çул шухăшлавне те витĕм кÿнĕ вĕт-ха. Шел, паянхи урăхла хаклав хăйĕн несĕлне пĕлмен Ивансем туса кăна ан хутăрччĕ пирĕнтен. Ку – манăн шухăш. Пĕр çын шухăшĕ...
Эйпеç çар пуçĕ пирки тата Эйпеç сăмах ăçтан вăй илсе аталанни пирки Н.И.Егоров тĕпчевçĕ çырнă “Çичĕ енче çич Эйпеç” ятлă самаях пысăк ĕçĕнчен (“Халăх шкулĕ” журналти 1Ÿ99 номерĕнче) вуласа пĕлме пулать.
Çапла, Эйпеç топонимпа çыхăннă вырăнсем Елчĕк районĕнче тата республикăн ытти тăрăхĕсенче те сахал мар. Халăх асĕнче упранса юлнă вуншар легенда пур. Николай Иванович Егоров тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, Эйпеç ятлă çын историнче пулнă, Хусан ханстви суйласа лартнă чăвашсен юлашки турханĕсенчен пĕри. Тĕпчевçĕ çырнă тăрăх, Эйпеç сăмах этимологине араб чĕлхинче шырамалла. Арабсенчен вăл тутарсене куçнă. Унтан кайран тин – чăвашсене. Паллах, ун сăн-сăпачĕ грамматика тĕлĕшĕнчен урăхла пулнă.
Ял-йыш хушшинчи сăмахлăх патне таврăнар-ха. Ĕлĕк-авал Курнавăшран Нĕркеçе илсе каякан çул Хурăн çеремĕ патĕнчен, тăватă çухрăм каяссине 10 çухрăмран каçса каймалла пулнă.
– Çывăхран та каçма пулать вĕт-ха, – тенĕ тет пирĕн ялта пурăнакан Лазарь Яккăвĕ. Эйпеç çырми урлă çырана кĕреçесемпе вашмăклатса йывăçран кĕпер хывтарнă. Ку çулпа пĕччен çÿреме шикленнĕ. Янкассинче пурăннă Михей ятлă çын юлан утпа кĕпер урлă каçнă чухне вилнипе те асра тăрса юлнă. Эйпеç çырми тесен ватă çынсем граждан вăрçи çулĕсенче пирĕн ялти Ниçтăр салтака персе вĕлерни пирки каланине те илтме пулать. Мĕнпе айăпа кĕнĕ вăл – кăна пĕлекенсем çук.
Ĕлĕкрех Эйпеç çырминчен çынсем мунча чулĕ валли çирĕп чулсем суйласа пуçтарнă. Кун пирки анне те каласа панăччĕ. Кĕреçепе чава-чава аран-аран пĕр лав чул пуçтарнă кас çыннисемпе пĕрле. Халĕ вĕсем юшкăна путса ансах кайнă. Шырасан та тупаймăн.
1948 çулта ял çыннисем кĕпере юсама пикенеççĕ, вăхăтлăха çула Кĕçĕн Пăла еннерех çыран хĕррине чавса тикĕслеме пуçлаççĕ те тупăк тĕлне тухаççĕ. Унта кинжаллă çынна тупнă. Çавна май темле çар çыннине пытарнă пулĕ текен шухăш патне килсе тухнă. Ăна пытарнă вырăна чул юпа лартнă. Çавăнтан вара ку лаптăкри çĕре (вăл кĕçĕн Пăла хĕрринчи айлăмра) чул юпа ĕречĕ теме тытăннă.
"Елчĕк Ен"