Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Харăсах икĕ пушар

Пĕри вырсарни кун Таяпа Энтринчи В.А.Михайлов хуçалăхĕнче кăнтăрла иртсен, иккĕмĕшĕ тунти кун ирхине 4 сехет çурăра Вăрăмхăвари Г.С.Московская килĕнче тухнă. Таяпа Энтринчи пушарта хăтлă çурт кăнтăр кунĕнче пĕр самантра юрăхсăра тухнă. Ял-йыш, пушарниксем çине тăнипе вут-çулăма утă-улăм тултарнă витесем çине сиксе ÿкме, çапла майпа ăна малалла алхасма паман. Специалистсем малтан палăртнă тăрăх, пушар электропралукран тухнă.
Вăрăмхăвара вут-кăвара сÿнтерме хамăр районти пушар техники кăна мар, кÿршĕллĕ Пăва районĕнчи (Тутарстан) пушарниксем те хутшăннă. Çапах та хуралтăна сыхласа хăварайман. Пушар сăлтавне кунта тĕпчеççĕ-ха.


"Елчĕк Ен"
13 декабря 2006
00:00
Поделиться