Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçламалла е çук.

         Тĕреклĕ те мăнаçлă çĕршыва вăйлă çар кирлех. Уйрăмах паянхи лăпкă мар саманара çĕршыв çирĕплĕхĕ хÿтĕлевçĕсенчен сахал мар килет. Тăван çĕршыва сыхласси вара кашни арçыннăн тĕп тивĕçĕ. Паян шухăшласа кăларман çак йĕркесене, ĕмĕртенех пырать вăл, ăна никам та хирĕçлемĕ. Çакна РФ Конституцин 56-мĕш статйинче палăртнă йĕркесем те çирĕплетеççĕ: “1. Тăван çĕршыва хÿтĕлесси Раççей Федерацийĕн гражданинĕн чыслă ĕçĕпе тивĕçĕ пулса тăрать. 2. Раççей Федерацийĕн гражданинĕ Федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн çар службинче тăрать”.
          Çĕршыва хÿтĕлеме вара чĕрере упранакан патриотлăх туйăмĕ пулмалла. Мĕн-ха вăл патриотизм; Пĕрисемшĕн вăл тăван тавралăха юратни, теприсемшĕн Тăван çĕршыва хÿтĕлени, уншăн пуçа хума та хатĕр пулни. Историрен Аттелĕхĕн Аслă вăрçи вăхăтĕнче патриотизм мĕнле пысăк вырăн йышăнни, халăхра çак туйăм çирĕп аталаннăран çĕршыва ирсĕр фашистсенчен çăлса хăварни паллă. Пиншер, миллионшар салтак – арçын вăл е хĕрарăм, çамрăк е ватă – хăйсен пурнăçне шеллемесĕр тăшмана хирĕç ыткăннă, çĕршывăмăртан кулма паман.
          Çак патриотизм туйăмĕ паянхи çамрăксенче те çирĕп вырăн йышăнмалла. Çитĕннĕ тĕреклĕ каччăсем салтака каймасан тăван çĕршыва, ашшĕ-амăшне, аппăш-йăмăкне кам хÿтĕлĕ; Тăван çĕршыва хÿтĕлеймен каччă çумри пикене хÿтĕлейĕ-ши; Çарта пулман, çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçламан арçынна ĕлĕкренех картман. Паян Раççей çарне, хĕç-пăшаллă вăйсене çĕнетсе улăштарасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кун пирки радио-телевидени урлă та тăтăшах пĕлтереççĕ.
          Ялан сыхă тăракан хĕç-пăшаллă вăйсен хăш та пĕр чаçĕсем контракт мелĕ çине куçнă май паян “вĕри точкăсене” е лăпкă мар вырăнсене хĕсметре контракт мелĕпе тăракансене анчах илсе каяççĕ.
         Эппин призывпа çар ретне тăракансен ашшĕ-амăшĕн ывăлĕсене “вĕри точкăсене” ярасран пăшăрханма кирлĕ мар. Çакна та палăртса хăвармалла. Енчен те чун тени алла хĕç-пăшал тытма чарать, вăл Турă саккунĕсене тĕпе хурса çирĕп пăхăнса пурăнать пулсан, çак этем хăй валли урăх çул суйлама пултарать – альтернативлă граждан служби (альтернативлă граждан служби (АГС) тесе çар служби вырăнне суйласа илнĕ обществăпа патшалăхшăн усăллă ĕç-хĕле калаççĕ). Çакăн пирки РФ Конституцийĕн 56-мĕш статйинче те палăртнă. Тĕн вĕрентнипе утакансем “ытлашши” çулталăк çурă вăхăта та хĕрхенмеççĕ: АГС 42 уйăха тăсăлать, аслă пĕлÿ илнисемшĕн – 21.
        Елчĕк районĕн çар комиссарĕпе Валерий Венадьевич Буклаковпа маларах çар пирки сăмах пуçарсан çак ыйтăва пама тÿр килнĕччĕ – салтакра пулнă çамрăкпа çар тивĕçне пурнăçламан йĕкĕт хушшинче уйрăмлăх пур-и; “Паллах пур. Çĕршыв умĕнче тивĕçе пурнăçланă çын хăйĕн пурнăçне мĕнлерех йĕркелемеллине, ашшĕ-амăшĕн куçĕнчен пăхса лармалла маррине лайăх ăнланать, пурнăçра тĕл пулакан кирек епле чăрмава та хăй тĕллĕн çĕнтерет. Чăн-чăн арçын çарта туптанать”. Çав вăхăтрах хăйне пăшăрхантаракан шухăша та пĕлтернĕччĕ комиссар: “Паян шкул программинче “Пуçламăш çар хатĕрленĕвĕ” предмет çукки пысăк чăрмав кÿрет. Асăннă предмет ачасенче пĕчĕкренех патриотизм туйăмне çирĕплетме, пуçламăш çар пĕлĕвĕ илсе хăйсене çамрăкранах çара хатĕрлеме май парать”.
        Юлашкинчен хамăн шухăша çак сăмахсемпе çирĕплетсе хăварас килет – каччăсен çара каймаллах. Тăван çĕршыва тата хăйсен çывăх çыннисене хÿтĕлесрен пăрăнса “таркăн” ята илтиччен (“таркăнсене” административлă майпа явап тыттарса штраф тÿлеттерме те, 2 çула ирĕксĕр хăварма та пултараççĕ) “çĕршывăн тивĕçлĕ хÿтĕлевçи” ята илтни темрен те паха. Ывăл-хĕрне каланă ырă ят ашшĕ-амăшĕн мăнаçлăхĕ. Çак мăнаçлăха эпир ывăлĕсем тăракан çар чаçĕсен командованийĕсенчен ярса панă “Тав çырăвĕпе” редакцие кĕрекен ашшĕ-амăшĕн куçĕсенче куратпăр.


"Елчĕк Ен"
21 ноября 2006
00:00
Поделиться