Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Юлташăмăра асăнса

Районти спорт календарĕнче йăлана кĕнĕ турнирсем, ăмăртусем сахал мар. Вĕсенчен пĕри – спорт тусне, пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă Александр Федорович Скворцова асăнса ирттерекен ăмăрту. Ирĕклĕ майпа кĕрешессипе йĕркеленĕ турнир кăçал вуннăмĕш хут чÿк уйăхĕн 11-мĕшĕнче Спорт çуртĕнче иртрĕ. Иртнĕ çулсенчи пекех, ăмăрту питĕ хĕрÿ пычĕ.
Тÿрех палăртар, ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем Кармалпа Элпуç тăрăхĕнче чылай. Кăçал та вĕсен команди малти вырăна йышăнчĕ (спортсменсенчен ытларах пайĕ Çирĕклĕ Шăхальти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта ăс пухать). Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсемшĕн Кушкăсемпе Елчĕксем чылай вăй хучĕç. Çапах та кунта Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул команди ăнăçлăрах ăмăртрĕ – Елчĕксенчен 1(!) бал выляса илсе иккĕмĕш вырăна çĕнсе илчĕç.
Ăмăрту положенийĕпе килĕшÿллĕн, ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем тĕрлĕ виçесенче ăсталăха палăртаççĕ. Юрий Гурьев (Çирĕклĕ Шăхаль), Эдуард Адюков, Александр Мольков (Аслă Елчĕк), Артур Николаев (Çирĕклĕ Шăхаль), Алексей Патшин (Елчĕк), Борис Баскаков (Кушкă), Денис Захаров, Андрей Егоров, Николай Никифоров (Çирĕклĕ Шăхаль), Денис Козлов (Кушкă), Артур Егоров, Федор Леонтьев, Петр Убасев (Çирĕклĕ Шăхаль), Николай Соколов (Елчĕк) хăйсем вăйлине, ăста пулнине чăннипех кăтартса пачĕç, малти вырăна тухрĕç.
Пьедесталăн иккĕмĕш картлашки çине хăйсен виçисенче Дмитрий Дергунов (Кушкă), Родион Чернов (Аслă Елчĕк), Геннадий Зайцев (Кушкă), Зинон Захаров (Çирĕклĕ Шăхаль), Геннадий Обручков (Аслă Елчĕк), Александр Дергунов (Кушкă), Дмитрий Захаров (Çирĕклĕ Шăхаль), Александр Галошев (Кушкă), Дмитрий Гурьев, Андрей Егоров (Çирĕклĕ Шăхаль), Валерий Мартынов (Елчĕк), Николай Кириллов, Николай Краснов (Çирĕклĕ Шăхаль), Алексей Михайлов (Елчĕк) хăпарчĕç.
Виççĕмĕш вырăнта – Александр Блинов (Кушкă), Дмитрий Обручков (Елчĕк), Дмитрий Дергунов (Кушкă), Сергей Васильев, Николай Кузнецов (Елчĕк), Алексей Шаков (Аслă Елчĕк), Константин Захаров (Çирĕклĕ Шăхаль), Эдуард Дергунов (Кушкă), Александр Кушманов (Елчĕк), Дмитрий Орехов (Аслă Елчĕк), Владимир Антипов, Дмитрий Васильев, Вадим Медведев (Елчĕк).
Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене дипломсемпе медальсем, хаклă парнесем парса чысларĕç.
Шкул ачисем хушшинче ирттернĕ ăмăрту ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен йышĕ, майĕпен те пулин, чакса пынине кăтартрĕ. Çамрăксене малашне спортпа тачă çыхăнасса шанса тăратпăр.


"Елчĕк Ен"
14 ноября 2006
00:00
Поделиться